Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Республика» тулли мар яваплă общество директорĕ Л.Пронин, Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов райадминистрацин ларусен залĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Район çыннисем тĕрлĕрен тĕрлĕ ыйтусемпе пынă: газификаци, Çĕнĕ Мăнтăрти çĕнĕ клуб çурчĕ патне электричество илсе çитересси, Вăрмар районĕн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне «У истоков газификации Урмарского района» кĕнекене пичетлесе кăларма спонсорла пулăшу илесси, Арапуçĕнче 165 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкул тата шкул çулне çитмен ачасен 40 вырăнлăх ушкăнне туса хурасси пирки тата ытти нумай ыйту пулнă.
М.ДМИТРИЕВА.