akvapromЧăваш Енре «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕн «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Çĕршыври коопераци тата экспорт» регион проекчĕсем пурнăçланаççĕ.

Предпринимательсем «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнас енĕпе «Манăн бизнес» центрта консультаци илме пултараççĕ. Асăннă центрта Чăваш Ен производителĕсене «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Çĕршыври коопераци тата экспорт» проектсемпе килĕшÿллĕн пулăшу кÿрĕç.

Вăрмар тăрăхĕнче «Аквапром» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлесе пыракан пысăк предприяти. Заводра гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем туса ха­тĕр­лессипе ĕçлеççĕ. Хатĕр продукцие Мускава, Пензăна, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене те ăсатаççĕ. Ĕçе икĕ сменăпа йĕр­келенĕ. Предприятире паянхи куна 115 çын ĕçлет. Ĕçлес текенсем валли ĕç вырăнĕсем пур. Ĕç укçине аван тÿлеççĕ. «Аквапром» çултан-çул аталанса пырать, çакна çĕнĕ производство цехне ĕçлеттерсе яни те çирĕплетет. Предприяти Вăрмар муниципаллă округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанă­вĕшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, тухăçлă та кăтартуллă ĕçлет.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика