a1«Стройком» тулли мар яваплă общество хăйĕн ĕçченĕсене, техникине тинех «Аниш» автоçул çине çĕнĕ асфальт сарма куçарчĕ. Тĕрĕссипе, çу тăршшĕпе, халĕ те, республикăри тĕрлĕ округсенче ĕçлеççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем, асфальтлă çул сараççĕ.

Нумай пулмасть кăна «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автоçул çинче пĕтĕмĕшле 12 км тăршшĕ асфальт сарчĕç. Черет «Аниша» та çитрĕ. Уяр та хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса пысăк хă­вăртлăхпа ĕçлеççĕ халĕ, харăсах икĕ участокра та. Ирхине 8 сехетрен пуçласа тĕттĕмленичченех тăсăлать рабочисен ĕç кунĕ. Асфальт саракан икĕ техникăна ĕçлеттереççĕ, пĕри çул-йĕрĕн пĕр енĕпе, тепри – тепĕр енĕпе. Икĕ бригадăпа. Ĕçлекенсем хушшинче ытларах çамрăксем. Кунсерен 1-1,5 километр çула асфальт хурса пыраççĕ. Кашнинчех тĕрлĕрен. Аса илтеретпĕр, «Аниш» автоçула пĕтĕмĕшле 15 км тăршшĕ çĕнетмелле, çул-йĕр сарлакăшĕ 7 метртан кая мар пулса пымалла. Çĕнĕ асфальт хулăнăшĕ 7 сантиметрпа танлашать, 4 сантиметрĕ – тĕп сий, тепĕр 3 сантиметрĕ — тÿрлетсе якатакан сий. a2Çул хĕррисене асфальт тĕпренчĕкĕ сарса çирĕплетĕç. «Çу тăршшĕпе канмалли кунсемсĕр ĕçлерĕмĕр темелле. Эпир вăй хуракан «Стройком» организацин объекчĕсем республикăри тĕрлĕ районта пурнăçланаççĕ. Ĕç нумай», - каласа параççĕ çул-йĕр ĕçченĕсем. «Хĕлле канатăрах пуль çав пайне хăть», - тетĕп вĕсене. «Пирĕн начальник пекех каларăр эсир халĕ», - теççĕ рабочисем. Тĕрĕссипе, хĕлле те ĕçсĕр лармаççĕ. Çул-йĕре хĕлле юртан тасатса тăмалли те вĕсем çинчех иккен. Çĕнĕ çулпа автомашинăсем вĕçтереççĕ кăна халĕ, тинех кĕтсе илетпĕр теççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика