Чăваш Ен юлашки 5 çулта цифра трансформацийĕн облаçĕнче пысăк çитĕнÿсем турĕ. Цифра трансформацийĕ республикăра малашне «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» çĕнĕ наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланса пырĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ИТ, цифровизаци темисене хускатрĕ. Цифровизаци пурнăçри пур сферăна та ярса илнĕ, Олег Николаев палăртнă тăрăх, вăл регионăн малашнехи аталанăвĕн тĕп енĕ пулса тăрĕ.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программи цифра формачĕпе пулĕ. Унта 25 отрасль стратегийĕ тата планланă пур проект та онлайн мелĕпе пулĕç. Паянхи кун республикăра пурăнакансен 87,4 проценчĕ цифра тĕлĕшĕнчен пиçсе çитнĕ темелле. 18 отрасльте 142 цифра проекчĕ пурнăçланать, сывлăх сыхлавĕ вара тĕппипех цифра формачĕ çине куçрĕ. Çакă кÿрекен пулăшу пахалăхне ÿстерме, граждансемпе медицина учрежденийĕсем хушшинчи çыхăнăва хăвăртлатма, ансатлатма май парать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика