IMG 6220Çак эрнере Вăрмар тăрăхне, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Анатольевич Шметков полици генерал-майорĕ килсе çитрĕ.

Чăваш Енре кăçал Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ иртнĕ май Вăрмар округĕ шайĕнче йĕркеленĕ пĕлтерĕш­лĕ мероприятие уйрăмах пысăк сум кÿчĕ вăл. Полици уйрăмĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă хыççăн Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансене халалласа асăну хăми уçрĕç. Мероприятие шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Чăваш Рес­публикинчи обществăлла организацийĕн председателĕн заместителĕ Юрий Григорьев, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Алексей Софронов, Вăрмарти шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе ветеранĕсем, Мăнçырмари чиркÿ нас­тоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, асăну хăмине халалланă ветерансен тăванĕсем, Вăрмарти шкулта вĕренекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Асăну хăмине Шупашкартан килнĕ хăнасем — Виктор Шметков министрпа Юрий Григорьев отставкăри полковник уçрĕç. Черетпе пурте асăну хăми умне хĕрлĕ чечексем хучĕç.

Мемориал хăмине Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ 9 ветеран ятне ĕмĕрлĕхех упраса хăварас тĕллевпе хатĕрленĕ. Пурин ятне те хура çине шурă сас паллисемпе çырса хăварнă. Вĕсемшĕн, Тăван çĕршыв, обществăлла йĕрке хÿтлĕхĕшĕн кар тăрса ĕçленĕ милиционерсемшĕн, чыс, совесть, тивĕçпе хастарлăх яланах тĕп вырăнта пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн милици сотрудникĕсен уйрăмах йывăр условисенче ĕçлеме тивнĕ, криминаллă лару-тăру çивĕч тăнă. Вăрçă хыççăнхи çĕршыв хуçалăхне çĕнĕрен çĕкленĕ вăхăтра право хуралĕн органĕсем хăйсен тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçласа йĕркелĕхе çирĕп алăра тыт­нă. Çавăнпа та преступноçпа кĕрешес ĕçе халалланă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене яланах асра тытмалла.

Мероприяти вĕçĕнче Вăрмарти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ милици майорĕ Юрий Николаев пурне те «Курская дуга» юрă парнелерĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика