photo 2025 02 19 09 09 28Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача садĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа уяв мероприятийĕсем иртрĕç. Çак уяв çар çыннисен кунĕ кăна мар, вăл хăюллă та харсăр мĕнпур арçынна, çар службинче тăракан хĕрарăмсене, кĕçех ÿссе çитĕнсе çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама хатĕрленекен арçын ачасене те пырса тивет-çке.

Пирĕн воспитанниксем Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче службăра пулнă, çавăн пекех халĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан ашшĕсем, аслашшĕсемпе кукашшĕсем, пиччĕшĕсем çинчен мăнаçлăх туйăмĕпе сăвăсем вуларĕç. Пĕчĕк патриотсем хаваслă эстафетăсене, ăмăртусене хутшăнчĕç, кам чи вăйлăрах, хăюллăрах, çивĕчрех, тавçăруллăрах пулнине палăртрĕç. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç, патриотлăх темипе сценка лартса пачĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем ашшĕсене хăйсем ăсталанă парнесемпе савăнтарчĕç.

Ача садĕнчех ачасене çар пирки каласа панă май эпир вĕсене çар çыннисене хисеплеме вĕрентетпĕр, вĕсенче патриотлăх туйăмне вăрататпăр, тăван çĕршыва юратма хăнăхтаратпăр. Ачасемпе çакăн пек мероприятисем ирттерни вĕсенче патриотлăх никĕсне хывса хăварма пулăшать.

Е.ПРОКОПЬЕВА, музыка руководителĕ,  О.НИКОЛАЕВА, Е.ПАВЛОВА, воспитательсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика