«Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шайĕнче «Манăн бизнес» центр пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтерессипе активлă ĕçлет, çăмăллăхлă кредитсем илме пулăшать.
2025 çулхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, предпринимательсене панă микрозаймсен калăпăшĕ 373,7 млн тенкĕпе танлашнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 7,2 процент нумайрах. Пурĕ 121 килĕшÿ алă пуснă. Çапла вара предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕсен программисене шанни тата пулăшу мерисемпе усă курни куçкĕрет.
Пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсем «Манăн бизнес» центрта 3 çула 5 млн тенкĕ таран кредит илме пултараççĕ. Хăйсем çине ĕçлекенсем — самозанятăйсем — 500 пин тенкĕ таран. Наци проекчĕ пулăшнипе процент ставки рынокринчен самай пĕчĕкрех. Ку вăл предпринимательсене чĕртавар е оборудовани туянассипе, производство хăватлăхне çĕнетессипе васкавлăрах ĕçлеме май парать.
«Кредит парасси 7,2 процент ÿсни — пахалăха палăртакан кăтарту. Бизнес хăюллăн аталанать, пирĕн инструментсем вара тĕрлĕ кĕтменлĕхсенчен хÿтĕлеççĕ. Çапла пĕрремĕш кварталта çăмăллăхлă кредитсен вăтам ставки 8,06 процентпа танлашнă», — тет «Манăн бизнес» центр руководителĕ Татьяна Макаркина.
Микрофинанс пулăшăвĕсемпе ытларах Шупашкарти, Улатăрти тата Патăрьел округĕнчи предпринимательсем активлă усă кураççĕ. «Приоритет», «Хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕ», «Çамрăксен предпринимательлĕхĕ», «Хăвăрт старт» тата ытти программăсемпе пулăшу илеççĕ.
Палăртмалла, Вăрмар округĕнче 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 660 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ регистрациленнине шута илнĕ, çак шутра уйрăм çын предпринимательсем — 565, пĕчĕк предприятисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем — 95.
2024 çулхи 12 уйăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхри 111 субъекта 148 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ. Çак шутра 23 субъекта информаципе консультаци пулăшăвĕ, Чăваш Республикин пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсене пулăшу кÿрессипе ĕçлекен Агентстви урлă 4 субъекта 11 млн тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ, çавăн пекех ял хуçалăх таварĕсене туса илекен 34 хуçалăха 129 млн ытла тенкĕлĕх субсиди, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракан тата ятарлă налук режимĕпе /«Налог на профессиональный доход»\ усă куракан граждансене — харпăр хăй çине ĕçлекен 50 çынна — 8 млн тенкĕ панă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Юлашки çулсенче пирĕн бизнес республикăн экономика аталанăвне тивĕçтерекен ертсе пыракан вăй пулса тăнă. Чăваш Ен Правительстви предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлне пулăшу кÿрессине мала хурать, мĕншĕн тесен предпринимательлĕх экономика эффективлăхне хăвăрт ÿстерсе пыма пулăшать. 5 çул хушшинче пĕчĕк предприятисен шучĕ 2,7 хут ÿснĕ. Регионта самозанятăйсен институчĕ активлă аталанса пырать. 2020 çултанпа çакăн пек предпринимательсен шучĕ республикăра 10 хут ÿснĕ, паянхи кун вĕсем — 75 пин ытла çын».