photo 2025 05 07 11 50 36

photo 2025 05 07 11 50 38

Паян Вăрмар поселокĕнче ĕç шавĕ кĕрлет кăна. Çул-йĕрсен темиçе участокĕнче те асфальт сараççĕ, шăтăк-путăксене те тăрăшсах юсаççĕ. Акă, Мир урамĕнче «Инвестстрой» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем вăй хураççĕ. «Эпир пурĕ 8 çын ĕçлетпĕр, шăтăк-путăксене юсатпăр. Малтан Мир урамне якататпăр, унтан Заводская урамне куçăпăр», — пĕлтерчĕç çул-йĕр ĕçченĕсем.

Поселок центрĕнче те — Ленин, Советская, Свердлов урамĕсенче — хĕрÿ ĕç пырать. Кунта урăх бригада тăрăшать. «Шăтăк-путăксене паянах сапласа пĕтерĕпĕр. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне кунта яка çул пулĕ», — терĕç ĕçлекенсем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика