90

Анаткас ялĕнче пурăнакан хисеплĕ Вера Александровна Сергеева çак кунсенче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.

Пурнăçри çак паллă пулăм ячĕпе тăван киле унăн çывăх тăванĕсемпе хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Юбиляра сумлă çавра çула çитнĕ ятпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Николай Павлов ăшшăн саламларĕç.

Юрий Зоринпа Вера Сергеева иккĕшĕ те пĕр ялтан тымар илнĕ — Куславкка районĕнчи Çĕньялтан. Çавăнпах ĕнтĕ Юрий Александрович хисеплĕ юбиляра куçа куçăн тĕл пулса саламламасăр пултарайман, депутат ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе, «За заслуги перед землячеством» медальпе, парнепе чысларĕ, кинемей хаçат вулама юратнине илтсенех çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнса пачĕ. Николай Павлов та ăшшăн саламларĕ кинемее, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Вера Александровна Кус­лавк­ка районĕнчи Çĕньял ялĕн­че çуралса ÿснĕ. Çемьере чи асли – пĕртен-пĕр хĕр пулнă, ун хыççăн 7 ывăл çуралнă. Паянхи кун 4 пĕртăван пурăнаççĕ. 1956 çулта Вера Александровна качча тухнă хыççăн Вăрмар райо­нĕнчи Анаткас ялĕнче пурăнма пуçланă. Мăшăрĕпе Валериан Сергеевичпа иккĕшĕ вĕсем 5 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Вера Александровна хăмла, кăшман учас­токĕсенче, хĕлле йĕтемре тырă алланă çĕрте тăрăшнă, ачисене те хăй çумĕнчен хăпартман, ĕçпе пиçĕх­терсе ÿстернĕ. Вера Александровнăна 5 ача çуратнăшăн 1972 çулта Ача амăшĕн меда­лĕпе чысланă. 1984 çулта В.Сергеевăна Вăрмар райо­нĕнчи халăх депутачĕсен Совечĕн Чулкас­ри депутатне суйланă пулнă, 1996 çултанпа Ĕç ветеранĕ вăл. Паянхи кун Вера Александровнăна аслă хĕрĕ Роза Валерьяновна юратса пăхать. Чулкасра пурăнакан Сергей мăнукĕ Светлана мăшăрĕпе пулăшса тăраççĕ. Пурĕ 9 мăнук, 23 кĕçĕн мăнук, 2 кĕçĕн-кĕçĕн мăнук Вера Александровнан. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн кашни номерне икшер хутчен куçлăхсăр вуласа тухать иккен вăл. Кашни кун хăйĕн артерири юн пусăмне виçсе тăрса кăтартусене çырса пырать.

Юбилей ячĕпе хăйне саламлама килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕ вăл, пурне те тав турĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика