Вăрмар тата Тăвай район хаçачĕсен /«Хĕрлĕ ялав», «Ленинец»/ редакторĕ, асăннă районсен радиовещани редакцийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе яраканĕ тата пĕрремĕш редакторĕ пулнă Герман Матвеевич Матвеев журналист çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Вăл çуралса ÿснĕ Тикаш ялĕнчи культура çуртĕнче ăна халалланă асаилÿпе пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Мероприятие библиотека заведующийĕ Ираида Иванова уçрĕ, Герман Матвеев журналистăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Герман Матвеевич Матвеев 1925 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче Анна Алексеевнăпа Матвей Федорович çемйинче çуралнă.1941 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче 16-ри Герман Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск крайĕнчи ФЗО шкулне вĕренме тухса кайнă. 1945 çулччен Артемри шахтăра маркшейдер, сăрт-ту ĕçĕсен мастерĕнче вăй хунă. 1948-1954 çулсенче Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатра секретарьте тата тĕп редакторта, 1954-1961 çулсенче Тăвай районĕнчи «Ленинец» хаçатра тĕп редакторта тăрăшнă. 1962-1980 çулсенче Вăрмарти радиовещани редакторĕ пулса ĕçленĕ. Йывăр чире пула 1980 çулхи августăн 30-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Тĕлпулăва Шупашкартан килнĕ Галина Максимова — Герман Матвеевичпа Тăвай тата Вăрмар радиовещанисенче пĕрле ĕçленĕ малтанхи диктор хутшăнчĕ. «Уй-хир ĕçĕсем пуçлансан передачăсем кашни кун 5 сехет те 15 минутра эфира тухнă. Паллă событисем, уявсем, суйлавсем вăхăтĕнче кунне 3-шер передача 45-шер минута пынă. Герман Матвеевич ирех йывăр магнитофон çĕклесе район тăрăх тухса кайнă, кашни хуçалăха çитсе унти ĕçченсем çинчен радиорепортажсем хатĕрленĕ. Час-часах ăмăртса ĕçлекен Тутар АССРĕнчи Зеленодольск тата Теччĕ районĕсенче пулса «Кÿршĕсем патĕнче» передачăсем кăларнă. Микрофон умĕнче района, колхоз-совхозсене, предприятисене ертсе пыракансем, учительсемпе врачсем, ĕçре малта пыракансем тухса калаçнă», — аса илчĕ Галина Александровна.
Вăрмартан килнĕ Тамара Никитина Герман Матвеевпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ. Герман Матвеевич çыхăну узелĕнчи парторганизаци секретарĕ пулнă май партипе комсомол пухăвĕсене ирттернине, çамрăксене ĕçре пулăшса пынине, яланах ĕçре, халăхпа пулни çинчен каларĕ.
«Герман Матвеевичăн ячĕ районта та, республикăра та палăрнă, Мускав таранах çитнĕ. Вăл анлă тавракурăмлă, пултаруллă, талантлă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн журналист. Тикаш ялĕн сумлă та пултаруллă ывăлĕ тăван халăхшăн тăрăшса ĕçленĕ. Г.М.Матвеев журналистăн ячĕ яланах асра юлĕ, унран вĕренмелли, тĕслĕх илмелли питĕ нумай», — терĕ Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов.
Геннадий Германович ялти вăрçăра паттăррăн çапăçнă ентешĕсене аса илчĕ, ашшĕ 1939 çулта çырнă «Хурама» сăвăна вуласа пачĕ. Владимир Шапеев, шкулта директорта вăй хунă Николай Иванов, çавăн пекех Елена Питерова, Лидия Ильина, Василиса Волкова, Геннадий Волков, Валерий Чернов тата ыттисем те Герман Матвеевич çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Клуб заведующийĕ Надежда Гаврилова, администраци ĕçченĕ Зоя Семенова хăйсен пĕрремĕш учительне, Герман Матвеевăн мăшăрне, Анна Андреевнăна ырăпа аса илчĕç.
Çырас енĕпе Матвеевсен ачисем те литературăпа журналистика çулĕ çине тăнă. Маргаритăпа Елена çырнă статьясем, калавсемпе сăвăсем Вăрмарпа Тăвай районĕсенчи, республикăри хаçатсенче тухаççĕ, вĕсем кĕнекесем те пичетлесе кăлараççĕ. Галина Германовна «Пурнăç авăрĕнче» ятлă кĕнекине илсе килнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 80 çул çитнине, Г.М.Матвеев 100 çул тултарнине халалланă. Вăл ашшĕн дневникĕнчи сыпăксенчен, статйисенчен, сăввисенчен, унăн ĕçтешĕсен асаилĕвĕсенчен тăрать. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Автор кĕнекесене ялти библиотекăна, килнĕ хăнасене парнелерĕ.
Мероприятие Ираида Иванова ертсе пычĕ. Вăл паллă ентеше халалланă кĕнекесемпе статьясен куравне йĕркеленĕ тата çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксенчен фотостенд хатĕрленĕ. Тĕлпулăва Г.Матвеев юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрăпа вĕçлерĕç.
Валерий НАРСОВ, Ираида ИВАНОВА
