Ятарлă комисси Чăваш Республикинчи Ĕç тухăçлăхĕн сферинчи компетенцисен центрĕн ĕçĕ-хĕлне мĕнле йĕркеленине тата ĕç результачĕсене комплекслă тĕрĕслесе хакланă. Комисси членĕсем хушшинче РФ Экономика аталанăвĕн министерствин, Ĕç тухăçлăхĕн сферинчи компетенцисен федераллă центрĕн представителĕсем, РФ регионĕсен правительствисен представителĕсем, Томск, Чулхула облаçĕсенчи, Краснодар крайĕнчи компетенцисен центрĕсен руководителĕсем пулнă.
Сертификаци тĕллевĕ — «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн «Ĕç тухăçлăхĕ» федераллă проектне хутшăнакан предприятисенче ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă проектсене пахалăхлăрах пурнăçлама пулăшасси. Çавна май республикăри компетенцисен центрĕн ĕçне йĕркелемелли чи лайăх практикăсене тупса палăртаççĕ, сотрудниксен квалификацине аталантарассипе тата ÿстерессипе мероприятисем ирттереççĕ.
Сертификаци темиçе тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăри компетенцисен центрĕн тренерĕсем предприятисен сотрудникĕсене мĕнле вĕрентнине тĕрĕсленĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕнче Компетенцисен федераллă центрĕн проекчĕсене предприятисенче /«НПП Технотрон» тата «ШФ Пике» тулли мар яваплă обществăсенче\ мĕнле пурнăçланине хакланă.
«2019 çултанпа «Ĕç тухăçлăхĕ» федераллă проекта Чăваш Республикинчи 71 предприяти хутшăннă. Тирпейлекен промышленноç, ял хуçалăх, строительство, транспорт, энергоресурссемпе тивĕçтерекен, шывпа тивĕçтерекен отрасльсенчи компанисем хăйсен ĕçне пурнăçлассине 36% ÿстернĕ, вĕçлемен производство калăпăшне 38% чакарнă, ĕç процесĕ пыракан вăхăта 37% чакарнă», — палăртнă ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Сергей Лекарев.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
