ikolaevНаци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем Чăваш Республикишĕн кăна мар, Вăрмар округĕшĕн те ырă пулăмпа вĕçленчĕç. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕсем республика тата округ чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç.

Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Сергеевич Семенов /сăн ÿкерчĕк çинче\ кĕрешÿ енĕпе 90 килограмлă спортсменсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухрĕ, кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Сергеевич Михайлов 100 килограмлă спортсменсем хушшинче ăнăçлă кĕрешсе хăйне ла­йăх енчен кăтартрĕ.

Пĕтĕмĕшле вара наци кĕрешĕвĕсен вăййисенче Раççей команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Узбекистан команди — 2-мĕш. Кăркăссем 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

«Пысăк ăсталăхшăн, çĕнтерÿ патне çирĕппĕн ăнтăлнăшăн мĕн­пур спортсмена тав тăватăп. Эсир çамрăксене спорта суйлама тата çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантаратăр. Чăваш Енри спортсменсемпе уйрăмах мăнаçланас килет. Кашнине чунтан саламлатăп — эсир Раççей командин çитĕнĕвне тÿпе хыврăр тата республика ятне çĕклерĕр. Чăваш Ене кăçал спортсменсем тата ытларах килчĕç. Çакă пирĕн республика ят-сумне ÿстерет. Вăйăсем вĕçленчĕç, анчах вĕсем унта хутшăнакансен тата куракансен асĕнче яланлăхах юлĕç. Вĕсене ирттересси çирĕп йăлана кĕтĕрччĕ», — терĕ Олег Алексеевич.

602881af068c49e79e9db4c8b550fee8Палăртмалла: Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисене 4,5 пин спортсмен хутшăннă. Спорт уявне пĕтĕмпе 6 пине яхăн çын килнĕ: спорт­сменсем, тренерсем, командăсен официаллă представителĕсем, судьясем. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче 76 субъект пăхаттирĕ вăй виçнĕ. Тĕнчери 39 çĕршыв спортсменĕ 17 тĕрлĕ кĕрешÿ тĕсĕпе чи вăйлин ятне çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Валерий ОРЛОВ, Иван НИКИТИН, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн тренерĕсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика