de2f529c00c0461da8ee05b46fc25e70Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускаври «Раççей» Наци центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн хальхи музыка картти» проектăн гала-концерчĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — юрă-кĕвĕ наци академи искусствине, композиторсен шкулĕсене аталантарасси, регионсем хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетесси.

Хальхи музыка карттине йĕркелеме тепĕр паллă проект — Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче чăваш çĕрĕ çинче çуралнă «Раççейĕн тĕрленĕ картти» — хавхалантарнă.

Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн хальхи музыка картти» фестивалĕн гала-концертне савăнăçлă лару-тăрура уçма РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕ Сергей Шойгу хутшăннă. Вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă сăмахне вуласа панă. Çĕршыв Пуçлăхĕ çак мероприятие общественноç ырласа йышăннăшăн кăмăллă пулнине палăртнă.

Гала-концерта йĕркелекенсене тата унта хутшăнакансене «Раççей» Наци центрĕн сцени çинчен саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн пуçарăва тĕрев панă çынсене пурне те тав тунă. «Пĕтĕмпех «Чăваш Ен — çĕр пин юрă тата çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» каларăшран пуçланчĕ. Чăваш Енĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлесе ытти регионсене те çак проект тавра пĕрлешме йыхравларăмăр. Çĕршывăн мĕн­пур субъекчĕн 263 ăсти кĕске вăхăтра Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлерĕ. Унра вăйлă энергетика тата пирĕн халăхсен пĕрлештернĕ вăйĕ уççăнах палăрать — çапла калаçрĕç презентацинче. Çăлкуçсем пысăк юханшыва пĕрлешнĕ евĕр çак эрешсем те хăйсемех юрра-кĕвве пĕрлешрĕç. Музыкантсем çак юрра илтсе ăна çырса хатĕрлерĕç. Паян эпир Раççейĕн çĕнĕ шедеврĕпе киленме пултаратпăр. Эпир, тĕрлĕ чĕл­хепе калаçакан тĕрлĕ халăхсем, ĕмĕрлĕхех пĕрлĕхре пулнине çирĕплетрĕмĕр», — тенĕ Олег Алексеевич.

Раççейĕн хальхи музыка картти çĕршыври 89 регионăн ăста композиторĕсен пултарулăхне пĕрлештернĕ. Вĕсенчен кашни хăйсен тăван çĕрĕн музыкăллă сăнарне калăпланă. Пирĕн республика ячĕпе Шупашкар композиторĕн Дмитрий Тетелĕн «Чăвашла темăллă увертюри» янăранă. Вăл Раççейĕн хальхи музыка картти валли калăпланă пĕрремĕш кĕвĕ пулнă. «Раççей» Наци центрĕнчи гала-концерт шайĕнче ăна проектăн чи лайăх кĕввисем хушшинче РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмит­рий Дмитриенко ертсе пынипе Л.Г. Зыкина ячĕллĕ вырăс халăх ансамблĕн оркестрĕ шăрантарнă.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика