2026 çулта граждансен коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифсен виçисем улшăнаççĕ. Яланхилле пек июлĕн 1-мĕшĕнчен мар, октябрĕн 1-мĕшĕнчен. Электроэнергишĕн, йăлари хытă каяшсемшĕн, çутçанталăк газĕшĕн, шывшăн, ăшăшăн тÿлемелли хаксем ÿсеççĕ. Чăваш Енре тарифсен виçисем Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан чи пĕчĕккисен йышĕнче. Тĕслĕх­рен, Чă­ваш Республикинче сивĕ шыв­па тивĕçтерессипе тата шыв юхтарса кăларассипе вăтам тариф пĕр кубла метршăн 68,80 тенкĕпе танлашать. Ку енĕпе пирĕн республика Атăлçире аялтан 4-мĕш вырăнта. 1 кубла метр вĕри шыв­па тивĕçтерессипе Чăваш Енри вăтам тариф 226,17 тенкĕпе танлашать, рейтингра аялтан пиллĕкмĕш вырăнта. 100 кВт электроэнергишĕн Чăваш Енре тÿлев 473,73 тенкĕпе танлашнă, рейтингра аялтан тăваттăмĕш вырăнта.

Паянхи кун Чăваш Енре хытă коммуналлă каяшсемшĕн регионти оператора тÿлемелли хак Атăлçире кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те чи пĕчĕкки. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕр çын пуçне уйăхне 62,73 тенкĕ, уйрăм çуртсенче пурăнакансем 73,16 тенкĕ тÿлеççĕ. Иртнĕ çултанпа Чăваш Енре ялсенче харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансемшĕн çăмăллăх пур, вĕсем коммуналлă хытă каяшсемшĕн регионти оператора 60,09 тенкĕ тÿлеççĕ. Каяшсемшĕн паянхи кун эпир 2019 çултипе танлаштарсан сахалрах та тÿлетпĕр.

Çитес çул октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри социаллă-экономикăллă аталанăвăн прогнозĕ тăрăх Чăваш Енре йăлари хытă каяшсемшĕн ытларах тÿлемелле пулĕ: нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен 139,67 тенкĕ, уйрăм çуртсенче пурăнакансен 149,97 тенкĕ.

Çапла пулса иртмелли улшăнусене кура нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем каяшсемшĕн тÿлемелли хакпа Чăваш Ен прогнозлă планпа Атăлçири ытти регионсемпе танлаштарсан рейтингра аялтан 9-мĕш позицире, уйрăм çуртсенче пурăнакан граждансене илсен аялтан 10-мĕш позицире пулĕ. Çак вăхăтрах Чăваш Ен ăпăр-тапăра вырнаçтармалли, сортламалли паянхи йышши объектсем хута ярассипе малтисен йышĕнче.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Респуб­ликинчи муниципалитетсенче коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли виçесен пулма пултаракан чи пысăк индексĕсем çинчен» Хушăвне улшăнусем кĕр­тесси проекта сÿтсе яваççĕ. Килĕшсе татăлнă хыççăн ЧР конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх служби Раççейри Монополие хирĕç кĕрешекен федераллă службăна индекссене çирĕплетме çырупа тухĕ.

Газшăн, электричествăшăн, ăшăшăн 2026 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тÿлемелли тарифсен виçисем хальлĕхе паллă мар-ха.

Тарифсене çулсеренех индексацилесе тăни пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха пĕр чăрмавсăр ĕçлеттерсе тăрассипе, инфратытăма аталантарассипе, ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен трассăсене тата коммуналлă хуçалăхри ытти объектсене çĕнетсе тăрса граждансене пахалăхлă пулăшу кÿрессипе çыхăннă. Çак ÿсĕмсем энергоресурссен хакĕсем федераци шайĕнче хăпарнипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика