68ccb328 17fa 4043 b111 0af5a8601859

Канаш муниципаллă округĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе «кĕмĕл» волонтерсен «Кĕмĕл чун» республикăри пиллĕк­мĕш форумĕ иртнĕ. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, сумлă хăнасем, официаллă çынсем хутшăннă.

«Чăваш Республикин Правительстви Раççей Федерацийĕн Правительствипе пĕрле «Вăрăм кун-çул» программа шайĕнче аслă ăру çыннисене пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн тĕп тивĕç - кашнине çителĕклĕ тимлĕх уйăрасси. Çак активлăх цифрăсемпе мар, сирĕн хăватлă вăй-халăрпа палăрать. Передовойĕнчи пирĕн салтаксене чун-чĕререн пулăшас сирĕн туртăм мана хавхалантарать. Сирĕн чун-чĕре ăшшийĕпе тимлĕхĕре нимĕн­пе виçсе хаклаймăн. Çакă йăлтах вĕсене пулăшса, хавхалантарса тăрать, пурнăçĕсене çăлать», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Форум «кĕмĕл» ÿсĕмри 350 ытла волонтера пĕр çĕре пуçтарчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова активлă участниксене тĕрлĕ номинацисенче наградăсемпе чысланă.

Вăрмар муниципаллă округĕн активлă «кĕмĕл» волонтерĕсем те çак форума хутшăннă. Вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма волонтерсен юхăмĕн тематика лапамĕсенче, мастер-класĕсенче пулчĕç. Пирĕн волонтерсем лайăх кăмăл-туйăмпа тата малашнехи ырă ĕçсем валли çĕнĕ шухăшсемпе пуянланчĕç.

Надежда СКВОРЦОВА, васкавлă социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмăн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика