60c8c86e0bc746f5a5bde5c962b834e8

Вăрмар районĕнчи Культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ иртрĕ. Куракансен залĕнче чи хаклă хăнасем — аслă ăру çыннисем, тĕрлĕ професси ветеранĕсем пухăнчĕç. Çак уяв кунĕ вĕсен чун-чĕрине уйрăмах ăшă туйăмсемпе çупăрларĕ.

Концерт умĕн экран çинче илемлĕ видеоролик кăтарт­рĕç, ăс-хакăлпа йăла-йĕрке тата ырă­лăх управçисен ячĕпе ăшă саламлă сăмахсем янăрарĕç. Концерт программине «Родники» вокал ансамблĕ уçрĕ, руко­водителĕ — Геннадий Васильев. Унтан хăнасен умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр­ремĕш заместителĕ Олег Кошельков, Вăрçă, ĕç, Хĕç-Пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен\ респуб­ликăри канашĕн председателĕ Генрих Васильев, Вăрмар муниципаллă округĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Людмила Голубева тухса калаçрĕç, пурне те уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, савăнăçлă кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе активистсене уйрăммăн хисеплесе чысларĕç. Тăван тăрăхăн социаллă тата экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, обществăлла пурнăçра хастарлăхпа палăрнăшăн Чă­ваш Рес­публикинчи ветерансен канашĕн Президиумĕн, Вăрмар муниципаллă округĕнчи ветерансен канашĕн, Вăрмар муниципаллă округĕнчи Обществăлла палатăн Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Людмила Голубева, сăмах илнĕ май, Вăрмар округĕнчи аслă ăру çыннисем маскировка сеткисем çыхас, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçсене активлă хутшăннине палăртса тав турĕ. Тĕслĕх­рен, Вăрмар поселокĕнчи мас­кировка сеткисем çыхмалли пунктра /вăл районти Культура çуртĕнче вырнаçнă\ вăй хуракансем хушшинче ытларахăшĕ шăпах та хисеплĕ ветерансем, хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ сферăра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем. Паянхи кун та вĕсем алă усса лармаççĕ, Вăрмар округĕн ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, хăйсен патриотлăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Вăрмар волонтерĕсем 595 ытла маскировка сетки çыхнă.

Залра ларакансем наградăсене тивĕçнĕ ентешсене пĕр чарăнми алă çупса хавхалантарчĕç. Уяв концерчĕ вара мероприятие тата ытларах илем кÿчĕ. Пурте кăмăллакан юрăсем шăранчĕç, чуна тивекен кĕвĕсем янăрарĕç. Ра­йонти Культура çурчĕ çумĕнчи Ирина Трифонова режиссер ертсе пыракан халăх театрĕ Николай Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» произведенийĕ тăрăх лартса панă пĕчĕк спектакль те пухăннисене çав тери килĕшрĕ.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика