m

Мăнçырма ялĕн «кĕмĕл» волонтерĕсем хастарлăхпа тата активлăхпа палăрса тăраççĕ. Ялти обществăлла ĕçсенчен нихăçан та айккинче юлмаççĕ вĕсем, тă­ван тăрăх ырлăхĕшĕн туслă йышпа тăрăшаççĕ, кулленех ялти культура çуртĕнче пухăнса маскировка сеткисем çыхма хутшăнаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ, пулас Çĕнтерĕве хăйсен пысăк тÿпине хываççĕ. Тăван Мăнçырма ялне хăтлăлатас тата тирпей-­илем кĕртес тĕллевпе çак кунсенче «кĕмĕл» волонтерсем тата тепĕр пысăк ĕç пурнăçланă. Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсене халалланă аллея территорийĕнче тата шыва кĕмелли купель çумĕнче нумай çул ÿсекен чечексем лартса хăварнă. Чечек хунавĕсене кашни хăй килĕнчен илсе килнĕ.

Ку çеç-и-ха? Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк çумĕнче субботник те ирттернĕ активистсем. Алла шăпăр-кĕрепле тытса, пĕр-пĕр­не ырă сăмахсемпе хавхалантарса палăк территорине тирпейленĕ, çулçă-туратран, çÿп-çапран тасатнă. Пархатарлă ĕç урлă Тă­ван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ентеш-салтаксене хисепленине палăртса вĕсен хăюлăхĕ умĕнче пуçĕсене тайнă.

Нумай та вăхăт иртмĕ — чечек хунавĕсем вăй илсе Мăнçырма ялне тата ытларах илем кÿрĕç, тĕр­лĕ-тĕрлĕ тĕссемпе куçа илĕр­тĕç. Субботниксем ирттересси вара мăнçырмасемшĕн тахçанах ырă йăлана куçнă, мĕншĕн тесен хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытни хамăршăнах аван. Çакна Мăнçырма ялĕн «кĕмĕл» волонтерĕсем лайăх ăнланаççĕ. Пурте вĕсем тав сăмахĕсене тивĕç.

Татьяна ЕГОРОВА, Мăнçырмари территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика