Шкул ăнăçăвĕ унăн директорĕн пултарулăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. «Шкул директортан пуçланать», — тесе каласан пĕрре те йăнăш пулмасть. Ача-пăча тата педагогсен коллективне ертсе пыма тÿсĕмлĕх, пĕлÿ, çирĕплĕх кирлĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский çак çăмăл мар тата яваплă ĕçе çÿллĕ шайра тытса пырать.
Герман Станиславович 1961 çулхи августăн 4-мĕшĕнче Пинер ялĕнче çуралнă. Пинер тата Пысăк Енккасси шкулĕсенче вĕренсе вăтам пĕлÿллĕ пулнă, çул çитсен чикĕ хуралĕн çарĕсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. 1993 çулта Хусанти патшалăх педагогика институтне пĕтерсе «физкультура вĕрентекенĕ» специальноçе алла илнĕ. Малтанах Пинер шкулĕнче физкультура вĕрентекенĕнче ĕçленĕ, 2001 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче вара шкул директорĕнче вăй хума пуçланă. Паянхи кунчченех çак должноçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать.
Герман Станиславович — кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, Пинер шкулĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывакан ăста руководитель. Вăл активлă хутшăннипе 2013 çулта Пинер шкулĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайнă, 2014 çулта шкул патне илсе пыракан асфальтлă çул сарнă, 2015 çулта учрежденине шкул автобусĕ уйăрса панă.
«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче шкулта ачасене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани илме те, педагогсене тулли вăйпа ĕçлеме те пĕтĕм условипе тивĕçтернĕ. Пинер шкулĕн вĕренекенĕсем олимпиадăсенче те, спорт ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ, педагогсем вара професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче палăраççĕ.
Герман Станиславович, çĕршывăмăрăн чăн-чăн патриочĕ пулнă май, ачасен патриотла воспитанине те пысăк тимлĕх уйăрать. 2020 çулта Пинер шкулĕнче «Астăвăм музейĕ» ĕçлеме тытăннă. 2018 çулта «Чикĕ хуралçисен çамрăк тусĕсем» отряд йĕркеленнĕ, вăл шкул чысне тĕрлĕ мероприятисенче кашнинчех тивĕçлĕ шайра хÿтĕлет.
Шкула хăтлăлатасси те юлашки вырăнта мар Герман Станиславовичшăн. Пысăк та капмар шкул çурчĕ çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче уйрăмах илемлĕ, мĕншĕн тесен шкул территорийĕнче мĕн тĕрлĕ чечек, мĕн тĕрлĕ клумба çук пулĕ. Ахальтен мар территорие ешĕллетессипе тата хăтлăлатассипе Пинер шкулĕ республика шайĕнче иртекен конкурсра тăтăшах мала тухать, кăçал, акă, 1-мĕш вырăн йышăннă. Ытти конкурссене те хутшăнать шкул, пĕрре кăна мар пысăк грантсем çĕнсе илнĕ.
Юратнă шкулĕшĕн тăван килĕшĕн тăрăшнă пекех ырми-канми тăрăшать Герман Станиславович, обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл темиçе хутчен те Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă. Вăрмар муниципаллă округĕнчи пограничниксен пĕрлĕхне, Чăваш Республикинчи чикĕ хуралçисен çамрăк тусĕсен штабне ертсе пырать.
Герман Станиславович ятлă-сумлă, хисеплĕ çын. Вĕрентÿ облаçĕнчи нумай çулхи тÿрĕ кăмăллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн Вăрмар районĕн вĕрентÿ пайĕн, Вăрмар районĕн пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисене, «Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятсене тата ытти наградăсене те тивĕçнĕ.
