Вĕрентекен кунне, Воспитатель тата шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен кунне, Хушма пĕлÿ паракан работниксен кунне халалласа Вăрмар муниципаллă округĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Капăр тумланнă, савăнăçлă пит-куçлă педагогсем, «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тĕллевĕсене кунран-кун активлă пурнăçлакансем, хăйсен професси уявне паллă тума Вăрмарти Культура çуртĕнче пухăнчĕç.
Лăк тулли залра савăнăçлă та хумхануллă лару-тăру хуçаланчĕ. Округри вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсемпе вĕрентекенĕсене, педагогика ĕçченĕсене, ветерансене уяв ячĕпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Юрий Ефимов, РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Кристина Пудрикова, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Вăрмар округĕнчи пулăшуçи Ирина Алексеева саламларĕç. Педагог ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех пурăнма та вĕрентнине, хăй вăхăтне те, чун-чĕре ăшшине те шеллеменнине, вĕсене валли пурнăç сукмакĕпе çирĕп утăмсем тума çул уçса панине палăртса ĕçре ăнăçу сунчĕç, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав турĕç. Халĕ ĕçлекен учительсемпе танах педагогика ĕçĕн ветеранĕсем те ăшă саламлă сăмахсене тивĕçрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе професси уявĕсенче хăйсен ĕçĕнче палăрнисене чыслаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ, вĕрентÿ тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса пысăк çитĕнÿсем тунăшăн чи-чи пултаруллă вĕрентекенсене тĕрлĕ шайри наградăсем пачĕç. Çав шутра Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Витальевна Николаева тата Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Ираида Васильевна Степанова Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн воспитательне Надежда Геннадьевна Александровăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. М.Н. Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Людмила Петровна Васильевăна тата Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача-пăча сачĕн логопедне Татьяна Николаевна Тимушкинăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕн Тавĕпе чысларĕç. Ытти наградăсем те сахал мар пулчĕç.
