
«Экологи» наци проекчĕ шайĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри IV ача-пăча экологи форумĕ иртнĕ. Вăрмар округĕшĕн çак паллă пулăм ырăпа палăрса юлнă, мĕншĕн тесен Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн «Вăрман робинзонĕсем» команди асăннă форумăн çĕнтерÿçи пулса тăнă.
Мероприяти Магнитогорск хулинче иртнĕ, унта çĕршывăн 51 регионĕнчен çутçанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем пуçтарăннă. Вăрмар шкулĕн команди форумра Чăваш Республикин чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ — «Çутçанталăк палăкĕсене сыхласа хăварассипе чи лайăх проект» номинацинче тĕп наградăна çĕнсе илнĕ.
Команда йышĕнче 5-11 классенче ăс пухакан чи пултаруллă ачасем — экологи сферинче ăслăлăх ĕçĕсем хатĕрленĕ вĕренекенсем, экологи олимпиадисемпе конкурссен çĕнтерÿçисем, экологи проекчĕсемпе акцисене активлă хутшăнакансем: Дарья Алексеева, Милана Александрова, Полина Артемьева, Виктория Давыдова, Дмитрий Виссарионов, Анастасия Григорьева, Константин Николаев, Давид Сергеев, Мария Степанова, Мария Михайлова, Тихон Михайлов, Дарья Тимофеева. «Вăрман робинзонĕсем» команда руководителĕ — Клавдия Анатольевна Николаева, Вăрмар шкулĕнче биологи предметне вĕрентекен. Вĕсен проекчĕ тăван тăрăхăн хăйне евĕрлĕ çутçанталăкне сыхласа хăварассипе çыхăннă. Ачасем сайра тĕл пулакан чĕрчунсене упраса хăварма пулăшаççĕ, çăлкуçсене тасатаççĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе экологие упрама вĕрентеççĕ.
Тепĕр ырă хыпар та: Клавдия Анатольевна Николаева педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Раççей Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ку вăл педагогсемшĕн тĕп наградăсенчен пĕри, çавăнпа Клавдия Анатольевнăна саламлатпăр!
Ирина Данилова
