Чăваш Республикинче грипп, ОРВИ тата COVID-19 чирсемпе çыхăннă эпидемисен сезонне хатĕрленес ĕç малалла пырать.

Çак кунсем тĕлне ОРВИ чирĕпе чирленĕ 6673 тĕслĕх тупса палăртнă — эрне каяллахипе танлаштарсан 6,9% сахалрах. 56 çынна больницăна сипленме вырттарнă /0,8%\, малтанхи эрнеринчен кăтарту кăшт сахалрах. Çав вăхăтрах сезон пуçланнăранпа республикăра лаборатори тĕрĕслевĕсемпе çирĕплетнĕ грипп чирĕн тĕслĕхĕсене регистрацилемен. ОРВИ чирĕпе чирлеттерекен вируссем хушшинче ытларах риновируссем, парагрипп вирусĕсем тата аденовируссем.

Профилактикăн тĕп тĕсĕсенчен пĕри — вакцинаци. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 8,5 пин ачана тата 72,5 пин çитĕннĕ çынна прививка тунă. Çитĕннĕ çынсене вакцинаци тăвассипе хастар ĕçлекен округсем хушшинче — Канаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк тата Патăрьел округĕсем, планпа ĕлкĕрсе пырайманнисем хушшинче — Çĕмĕрле, Вăрнар тата Йĕпреç округĕсем. Ачасен вакцинацийĕ кая юлса пырать, мĕншĕн тесен вакцина республикăна вăхăтра çитеймен.

«Муниципалитетсен тата медицина организацийĕсен васкавлăрах ĕçлеме пуçламалла. Вĕрентÿ министерствин ку ыйтăва контроле илмелле. Çанталăк условийĕсем тата эпидеми лару-тăрăвĕ аван тăнă вăхăтра эффективлăрах ĕçлесе юлмалла, прививкăсен кампанине анлăлатмалла», — палăртнă регион руководителĕ.

Пурĕ федераци бюджечĕн шучĕпе хальхи сезонра грипп чирне хирĕç тумалли вакцинăн 433 090 дозине илсе килессе кĕтеççĕ. Çавăн пекех республика бюджетĕнчен тата 35 млн тенкĕ уйăрнă, 70 000 доза туяннă — ку вăл эпидемисен унч­ченхи сезонĕнчипе танлаштарсан 2,3 хут нумайрах.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика