1

Çĕр çинче миçе тĕрлĕ професси çук пулĕ, анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри уйрăмах ăшă туйăмсем вăратать. Çав шутра — учитель, педагог, вĕрентÿçĕ. Кирек мĕнле сăмахпа каласан та — вăл яланах пирĕн пурнăçра, пире ăс тата воспитани парать. Çакăн пек çынсем пирки «пурнăçне ачасене панă» теççĕ.

Шупашкар хулинчи Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче харăсах тăватă професси уявне — Вĕрентекен кунне, Воспитатель тата шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен кунне, Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ тытăмĕн кунне тата Хушма пĕлÿ паракан работниксен кунне — халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта 600 ытла педагог — тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, вĕрентÿ организацийĕсен руководителĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вăтам професси пĕлĕвĕ тата аслă пĕлÿ паракан тытăмăн представителĕсем пухăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе фойере республикăри муниципалитетсенчи тата хуласенчи вĕрентекенсемпе ачасен пултарулăх ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

Педагогсен, вĕрентÿçĕсен тата отрасль ветеранĕсен умĕнче саламлă сăмахсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тухса калаçнă. Вăл учитель сăнарĕ кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă тата пухăннисене ырми-канми ĕçĕшĕн тав тунă.

«Сире çак çутă та ырă уяв ячĕпе чунтанах саламлатăп. Тав сăмахĕ каланисĕр пуçне эпир сирĕнпе пĕрле малашне те çĕнĕ тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлăпăр тесе шаннине палăртас килет. Сирĕн­тен кашниех хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнăран, вĕрентÿре хальхи йышши мелсемпе усă курнăран эпир вĕрентÿ процесне паянхи саманапа килĕшÿллĕн йĕркелеме пултаратпăр. Пĕрлехи ĕçĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ вара — пирĕн ачасен çитĕнĕвĕсем. Вĕсен çунакан куçĕсем, туйăмĕсем, хавхаланăвĕ — тĕп награда. Хаклă вĕрентекенсем, хăвăр профессие тата ачасене яланах хальхи пекех юратăр, кăмăл туртăмĕ ан чактăр», — тенĕ Олег Николаев.

Мероприяти шайĕнче педагогсен чыславĕ иртнĕ. Награда илнисем хушшинче Вăрмар округĕн представителĕсем те пулнă. В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ Светлана Николаева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕ Людмила Цыфаркина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата сехете тивĕçнĕ. Саламлатпăр!

ЧР влаç органĕсен порталĕнчен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика