
Вăрмарти ача-пăча тата ÿнер шкулĕнче çутă та чылайранпах кĕтнĕ пулăм пулса иртрĕ — тăмран савăт-сапа ăсталамалли «Ăсталăх» мастерской уçăлчĕ.
Ку ята ахальтен суйламан, «Ăсталăх» сăмах вырăс чĕлхи çине куçарсан «Искусство» тесе куçарăнать. Кунта шăпах та тăмран тунă чăн-чăн шедеврсем çуралĕç, пирĕн тараватлă Вăрмар çĕрĕн пултаруллă çамрăкĕсем несĕлĕмĕрсен чĕрĕ еткерлĕхĕпе паллашма пултарĕç. Ку проекта «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланă.
Чÿлмек ĕçĕ — этемлĕхĕн авалхи ремесли, кунта çĕрпе шыв, вут-çулăмпа сывлăш пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕн сыпăнса тăраççĕ. «Ăсталăх» мастерской уçăлни пирĕн ачасене хăйсен пултарулăхне паянхи йышши çĕнĕ шайра уçса палăртма май парĕ. Çĕнĕ уçлăхра хавхаланупа пултарулăх валли тĕрлĕ майсем йĕркеленĕ: электронлă управленипе сасăсăр ĕçлекен чÿлмек çаврашкисем, тăмран япаласем йăваламалли профессионаллă сĕтелсем, пысăк температурăра пĕçертекен хăватлă муфель кăмаки.
Ÿнер шкулĕн преподавателĕ Юрий Чернов пурне те хăйĕн ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарса, ачасене пултарулăхра палăрма хавхалантарса мастер-класс ирттерсе мастерскойĕнчи ĕçе старт пачĕ.
Надежда ШИШКИНА
