e7c8be1c 3c66 4b5f ae68 ffb1050f9643

Ял хĕрарăмĕсен кунĕ шайĕнче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăшă та пуян тĕлпулу иртрĕ. Мероприяти хăни Пинерти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, предприниматель, «Хамăр ял» лавкка заведующийĕ Людмила Петрова пулчĕ.

Шкул ачисемпе класс сехечĕ ирттерсе вăл хăйĕн профессийĕнчи çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ, ялти бизнеса мĕнле тытса пынине, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине, ĕçленĕ май ял çыннисемшĕн тăрăшнине каласа пачĕ. «Суту-илÿре ĕçлесси — тавар сутасси кăна мар, юнашар пурăнакан çынсемшĕн, вĕсен хăтлăхĕшĕн тăрăшни те. Ялти бизнес ăнăçăвĕ пĕр-пĕрне шаннинче, тÿрĕ кăмăллă пулнинче, ентешсене мĕн кирлине пĕлсе тăнинчен те килет», - палăртнă Людмила Петрова.

Тĕлпулу вăхăтĕнче калаçу ĕç пирки кăна мар, тăван тăрăха юратасси, йăла-йĕркесене упраса хăварасси тата хамăр таврари пурнăçа лайăхлатасси çинчен те пулчĕ.

Çак мероприяти çамрăксемшĕн питĕ ла­йăх тĕслĕх пулчĕ, хулана тухса каймасăрах ялта ăнăçуллă пурăнма, харпăр хăй тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме май пуррине çирĕплетрĕ. Людмила Анатольевна тытса пыракан «Хамăр ял» лавкка — ахаль суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, ялти çынсене илĕртекен чăн-чăн центр та.

Шкул ачисемпе çакăн евĕр класс сехечĕсем ирттерни çитĕнекен ăрăва ялта ĕçлекенсене хисеплеме вĕрентет, камран тĕслĕх илмеллине те кăтартать.

Наталья ЛЮТИКОВА, шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен советник

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика