
Çак кунсенче Вăрмар тăрăхне тĕнче шайĕнчи пысăк хыпар çитрĕ. Пирĕн ентеш, пултаруллă спортсменка Анна Ерукова Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Грецире самбо енĕпе юниорсем хушшинче тĕнче шайĕнче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вăрмар округĕнчи Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр çак ăмăртусенче 44 кг сахалрах таякан виçерисем хушшинче кĕрешсе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ /ÿкерчĕкре\. Аннăпа пĕтĕм Вăрмар округĕ, Чăваш Ен, вăл вĕренекен Пысăк Енккасси шкулĕ, ашшĕпе амăшĕ те мухтанаççĕ. Хăйĕн юратнă тренерĕпе, наставникĕпе Иван Николаевич Никитинпа пĕрле çак медале тивĕçме пысăк çула парăнтарнă вăл. Анна Еруковăна тата Иван Никитина тĕнче шайĕнчи çитĕнÿпе саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр!
Анна Энтрияль ялĕнче Надежда Станиславовнăпа Сергей Николаевич Еруковсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă, ултă ачаран виççĕмĕш вăл. Хальхи вăхăтра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Мĕн пĕчĕкренех Анна А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулне самбо уйрăмне çÿрет, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Николаевич Никитин патĕнче спортри пултарулăхне тăрăшуллăн туптать. Хĕрача тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Унăн килĕнче 40 ытла медаль.
2024 çулта Анна 12-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче Чăваш Республикинче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче 37 кг таякан спортсменсем хушшинче 1-мĕш пулнă. Çав çулах Атăлçи федераци округĕнче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ. Унтан вара çĕршывăн ăмăртăвĕсенче те чи пултаруллисен ретне тăма тивĕçнĕ — 40 кг таякан самбистсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.
2025 çулта ентешĕмĕр 14-16 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче Чăваш Республикинче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче 41 кг таякан самбистсем хушшинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Атăлçи федераци округĕн 14-15 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче иртнĕ ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕçнĕ. Унта та вăл ăнăçăва аллинчен вĕçертмен — 42 кг таяканнисем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. 2025 çултах тĕнче класлă спорт мастерĕсен Елена Тарасовăпа Оксана Танцюран парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусенче 44 кг таяканнисем хушшинче пĕрремĕш пулнă.
Кăçалхи çулталăк Аннăшăн — пысăк çитĕнÿсен çулĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче Атăлçи федераци округĕнче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче вăл 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Апрель уйăхĕнче Ямало-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулинче 14-16 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе мала тухмалли çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче 44 килограмран сахалрах таякан хĕрсем хушшинче Анна Ерукова 2-мĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Çак ăмăртура пĕтĕм çĕршывран хутшăннă 28 пултаруллă спортсмен хушшинче иккĕмĕш пулса çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарнă.
Эвелина МИХАЙЛОВА
