26e6c09c 7f2c 423b 808e aac01cf6f432Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакансенчен нумайă­шĕ тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшать. Çĕр ĕçĕ те ют мар вĕсемшĕн, искусство еннелле те туртăнаççĕ, ыр кăмăллăхран та айккинче юлмаççĕ, патшалăх программисемпе усă курса яла хăтлăлатма, çĕнетме ăнтăлаççĕ

«Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть ача-пăча спорт площадкине уçнă. Вăл ял варринче вырнаçнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 1 миллион та 903 пин те 208 тенкĕ, çав шутран 20 процентне — 380 пин те 641 тенкине — ял халăхĕ пуçтарса панă.

Кунта тренажерсем те, чуччусем те, ларса канмалли саксем те пур. Лаптăкра хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ çемçе урай сарнă, электричество çутипе, видеосăнавпа тивĕçтернĕ. Умне хăтлăлатнă, туя йывăççисем лартнă. Ку ĕçсене Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Павлов пурнăçланă. Константин Павлов фермер та çак площадкăна тума чылай укçа-тенкĕ хывнă. Çак ялта çулла та, хĕлле те ача сасси янăрать. Хулара пурăнакансем каникулсен вăхăтĕнче ывăл-хĕрне яла аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне канма, ĕçлеме килсе яраççĕ. Çак вăхăтра Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче ача-пăча пĕр-пĕр ярмăрккăри пекех хĕвĕшет. Вĕсем çĕнĕ площадкăна хаваспах килĕç.

Тикашри территорин па­йĕн пуçлăхĕ Валерий Нарсов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çÿлерех асăннă программăпа пурĕ 9 проект пурнăçа кĕртнĕ, 13 миллион та 973 пин те 745 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, çав шутран республика бюджетĕчен 8 миллион та 384 пин те 247 тенкĕ, округ бюджетĕнчен 2 миллион та 794 пин те 749 тенкĕ уйăрнă. Вырăнти халăх 2 миллион та 794 пин те 749 тенкĕ пухса панă.

Ниме мелĕпе виçĕ ялта — Çĕнĕ Вĕренерте, Хĕрлĕçырта, Тикашра — ача-пăча спорт площадки тунă. Çĕнĕ Вĕренерти Мичурин, Тикашри Комсомольски урамĕсенчи çул-йĕре вак чулпа хытарнă. Тикашри Çĕнтерÿ урамĕнче те çул тунă. Хĕрлĕçыр ялĕнчи Ленин урамĕнчен пуçласа масар патне çитерекен çула тĕпрен юсанă, вак чул сарнă. Кунти масар тавра тимĕр карта тытнă, масар çурчĕ лартнă. Тикашри Комсомольски урамĕнче çĕнĕ тараса чавнă. «Вăл ял халăхне кил хуçалăхĕнче шывпа усă курма та, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме те кирлĕ.

Тикаш ял тăрăхĕ — Вăрмар поселокĕнчен чи аякра вырнаçнă тăрăхсенчен пĕри. Апла пулин те, кунта ĕç вĕресе тăрать. Палăртма кăмăллă: çак ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан «Иванов В.А», «Иванов Н.А», «Павлов К.А.», «Тихонов А.Н.», «Сапаркин А.Г.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, «Матвеев О.И.» предприниматель «Ниме — халăх бюджечĕ» программмăна активлă хутшăнчĕç, укçа-тенкĕпе пулăшрĕç», — тет Валерий Иванович.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика