14545ed9 58c1 4aca ba0f c9130050c843

Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ çак кунсенче ача-пăчан хаваслă сассипе тата хаваслă хĕвĕшÿпе тулчĕ. Редакцинче экскурсинче В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3-4 классенче вĕренекенсем хăйсен руководителĕсемпе Алина Петровна Васильевăпа тата Татьяна Николаевна Александровăпа пулчĕç.

Çамрăк хăнасем «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн историйĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, редакци коллективĕпе кăсăклансах паллашрĕç. Вĕсен çемйисенче район хыпарçине кашни çырăнтару кампанийĕнчех çырăннине пĕлтерчĕç. Сăмаха май, хальхи вăхăтра шăпах та хаçат-журнала 2027 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтармалли тапхăр пырать, çавăнпа «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнмасăр ан юлсамăр, хисеплĕ вулаканăмăрсем!

Экскурси вăхăтĕнче ачасем хаçат мĕнле калăпланнине пĕлчĕç, хаçат паянхи кун тата маларахри çулсенче мĕнлерех сăн-сăпатлă пулнине курса танлаштарма пултарчĕç. Редакцин кашни пÿлĕмне кĕрсе курчĕç вĕсем, финанс ĕçĕ-хĕлне мĕнле тытса пынипе, редакторсем мĕнле ĕçсем пурнăçланипе интересленчĕç.

Хальхи саманара хаçата редакцинче пĕтĕмпех компьютерпа калăпласа хатĕр­леççĕ, унтан пичетлеме Шупашкара — «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексне ярса параççĕ. Хатĕр хаçат издательствăран почта уйрăмĕсене саланать, почтальонсем тăрăшнипе адресатсем патне çитет. Хут çинче кăна тухса тăмасть хаçат, пурнăçпа тан утнă май «Хĕр­лĕ ялавăн» интернет уçлăхĕнче хă­йĕн сайчĕ те, социаллă тетелсенче страницăсемпе ушкăнсем те пур.

1931 çултанпа тухса тăракан хаçатăн кун-çулĕ чăннипех те пуян та мухтавлă. Кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» 95 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Хаçатăн çамрăк тусĕсем экскурсипе кăмăллă юлчĕç, хăйсем те сăвă-­калав е тĕрленчĕк çырса хайлавĕсене хаçатра пичетлес кăмăл пуррине палăрт­рĕç. Мĕнех, эпир çамрăк корреспондентсене пулăшма ялан хавас. Тен, вĕсен хушшинче пулас калем ăстисем те — «Хĕр­лĕ ялав» хаçатра тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă тата халĕ тăрăшакан журналистсен ĕçне малалла тăсакансем те пур.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика