Чăваш Республикинче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Регион аграрийĕсем республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне пысăк тÿпе хывса каллех лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.
Çĕр улми çитĕнтерекенсемшĕн сезон уйрăмах ăнăçлă пулнă. Кăçал çĕр улми тухăçĕ аван — гектартан 320 центнер таран. «Иккĕмĕш çăкăра» 119 пин тоннăна яхăн пуçтарса кĕртнĕ. Çак культурăна туса илессипе ĕçлекен муниципаллă çирĕм округран вун иккĕшĕнче ĕçсене вĕçленĕ. Анчах пухса илнĕ тухăç регион ыйтнине тивĕçтересси халех паллă. Уçă çĕр çинче çитĕнекен пахча çимĕçе — купăстана, хĕрлĕ кăшмана, сухана — пуçтарса кĕртесси малалла пырать. Вĕсене 19 пин ытла тонна пуçтарса илнĕ. Севок-сухан пирки калас пулсан, 594 гектар çинчен 8 пин тонна ытла тухнă /гектартан 138,1 центнер\. Уй-хирти ĕççи вĕçленмен-ха — кая юлса пулакан купăстана та пуçтарса кĕртмелле.
Техникăллă культурăсене 76 пин тонна ытла пухса илнĕ. Çак вăхăт тĕлне асăннă культурăсен 29,5 пин гектарне пушатнă /планран 72,4%\.
Хăмлана пĕтĕмпех татса илнĕ. Тухăçĕ гектартан 16,6 центнер пулнă. «Чăваш Ен хăмла туса илессипе яланах ĕçленĕ. Эпир çак йăлана çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр, хăмлаçăсене пулăшса пыратпăр. Ĕççи вĕçленсе пырать. Иккĕленместĕп, пирĕн аграрисем мĕн акнине, лартнине туллин пуçтарса илĕç», — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Кĕрхи культурăсене акса хăварассипе плана тултарнă, кĕрхи рапс тĕлĕшпе вара — 2,3 хут ытларах та. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене хĕл каçмалăх курăмпа тивĕçтерессипе ĕçсем пыраççĕ. Запассене шутланинчен ытларах та тултарнă», — тенĕ вице-премьер — ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Чăваш Республики «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проектне тата «Раççей ялĕ» парти проектне пурнăçлассипе активлă ĕçлет. Ÿсен-тăран çитĕнтерессин, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин тухăçлăхне ÿстернисĕр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсем инновацисем çине пусăм тăваççĕ, хальхи йышши агротехника туса кăлараççĕ, çамрăк специалистсене яла илĕртеççĕ.
ЧР ПА пресс-служби
