IMG 0847

Çулсерен октябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче пирĕн çĕршывра Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хăйсен ĕçне руль умне ларса пурнăçлакансем, автотранспорт сферинче вăй хуракансем, автомашинăпа чупма кăмăллакан ытти çынсем те çак уявра саламлă сăмахсем йышăнаççĕ. Çак професси çыннисем хушшинче çынсене халăх пурăнакан тĕрлĕ вырăна илсе çитерекен пассажир транспорчĕн водителĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Республика Правительстви транспорт тытăмне аталантарасси, çул-йĕре юсасси, автомобиль çулĕсен çыхăнăвне хăрушлăхсăр тата шанчăклă тăвасси çине уйрăмах тимлĕн пăхать. Транспорт куллен çула тухассине пысăк ăсталăхлă водительсен, диспетчерсемпе кондукторсен пысăк йышĕ тивĕçтерсе тăрать.

Вăрмар округĕнчи пассажирсене ялсене турттарассине 2026 çулхи январь уйă­хĕнчен «Автоуспех» тулли мар явап­лă общество хăйĕн çине илнĕ. Предприятин тĕп офисĕ Шупашкарта выр­наçнă, регистрациленнĕ вырăнĕ вара — Муркаш тăрăхĕ. Руководителĕ — Валентина Федотовна Петрова. Хальхи вăхăтра предприятин автотранспорчĕ Вăрмар тăрăхĕнчи 9 муниципаллă маршрутпа халăха турттарать. Пĕтĕмпе пирĕн округ территорийĕнче 6 автобуспа 8 водитель ĕçлет. Палăртма кăмăллă, халăх хăй енчен лайăххи кăна калать автобус водителĕсен ĕçне хакласа. «Автоуспех» предприяти Вăрмар халăхĕн шанăçне 2024 çултах çĕнсе илнĕ темелле. Ун чухне халăха Тупах ялне турттармалли пĕр маршрут валли контракт тунă пулнă.

Акă, Алексей Петрович Михайлов автобус водителĕ /ÿкерчĕкре/ «Автоуспехра» 2026 çулхи январь уйăхĕнчен ĕçлет. Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕскер Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ. «Пĕрремĕш рейса ирхине 6 сехетре тухса каятпăр. Çакăнччен маларах 5 сехет валли Вăрмарти тĕп больницăра медкомисси тĕрĕслевĕ витĕр тухатпăр. Унтан механик патĕнче автобуса çула тухма хатĕррине тĕрĕслеттеретпĕр. Çакăн хыççăн кăна хамăра шанса панă техникăна вокзала илсе çитерсе халăха пуçтаратпăр. Вăрмар тăрăхĕнчи пур направленипе те чупатпăр куллен», - каласа пачĕ Н045СЕ номерлĕ автобуспа çÿрекен Алексей Петрович водитель.

Такăр çул сунатпăр водительсене хăйсене шанса панă маршрутсемпе тĕрĕс-тĕкел çÿреме!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика