867d977e 7095 4b7e 9bc0 179daeb211ef

Пирĕн пĕрлĕх тата йывăрлăхра тĕрев пулма хистекен ăнтăлу — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшакан тĕп вăй. Салтаксем ятарлă çар операцийĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне эпир кунтан, тылран, вĕсене пулăшу аллине тăсса пама тăрăшатпăр.

Çанталăк кунран-кун сивĕтсе пырать, çапăçусем пыракан вырăнсенче çутă тата ăшă уйрăмах пысăк хакра. Блиндажсенче тата окопсенче çăмăл мар условисене чăтакан салтаксем пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Çавăнпа эпир çĕнĕрен ĕçе пуçăнтăмăр, ентеш-салтаксене валли окоп çуртисем хатĕрлеме, ăшă çăм нускисем тата нашлемниксем çыхма тытăнтăмăр.

Ырă ĕçе пурнăçлама ял халăхĕ укçа-тенкĕ пуçтарма пуçларĕ. Унпа таса парафин, тимĕр савăтсем туянатпăр. Тимĕр савăтсене çынсем те илсе килсе параççĕ. Унсăр пуçне нуски çыхма çип те туянатпăр, унăн пахалăхне пысăк тимлĕх уйăратпăр — вăл çемçе пултăр, йĕпе-сапа çанталăкра урана лайăх ăшăттăр. Çавăн пекех нашлемниксем хатĕрлес ĕçе те малалла тăсатпăр. Нашлемник — салтаксен экипировкин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Квадрокоптерсем çынна çÿлтен çăмăллăнах тупса палăртма пултараççĕ, çавăнпа нашлемник кашни салтака çав тери кирлĕ. Вăл çапăçусем пыракан территорисенче тăшманран пытанма пулăшать.

Канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах Шăхальти культура çуртĕнче пухăнатпăр, пирĕн хÿтĕлевçĕсемшĕн кĕл туса ĕçлетпĕр. Ырă ĕçе хутшăнма — ĕçпе те, укçа-тенкĕпе те пулăшма кашниех пултарать. Пĕр чăмăрта вăй хурса салтаксене тăван кил ăшшине парнелер, пĕрлĕхре эпир вăйлă.

Алефтина ФЕДОРОВА,

Шăхальти культура çурчĕн заведующийĕ 

Сăн ÿкерчĕк çинче: Надежда Разумова, Ирина Чернова, Людмила Степанова, Надеж­да Тапинова, Юлия Протопопова, Елизавета Поршева, Зоя Медведева окоп çуртисем хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика