Аталану
Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Стратегийĕпе килĕшÿллĕн республикăн инвестици политики енĕпе ĕçлекен канашĕ çĕнĕ производствăсем хута ямалли, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли инвестпроектсене ырланă. Тишкернĕ проектсенчен пĕри «ЧЭТА» компанин электрооборудовани туса кăлармалли цехĕн Шупашкарти строительствипе çыхăннă — унта кăна 61-рен кая мар çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Цехра электричествăн промышленноç çăлкуçĕсен тата вăй трансформаторĕсен производстви пулмалла.
Программăсем ĕçлеççĕ
2021 çултанпа «Демографи» тата «Кадрсем» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри 9,5 пин çын хăйсен професси ăсталăхне туптанă. 2025 çулта Раççей Президенчĕн хушăвĕпе «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçлеме тытăннă. Чăваш Енре ăна «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Республикăра çак программăпа 2026 çулта 12 специалист культура çурчĕсене вырнаçнă. Çав вăхăтра ĕç вырăнĕ шучĕ ÿснĕ: 2025 çулта 8 ваканси пулнă, 2026 çулта 20-е çитнĕ. «Земство тренерĕ» программа кăçал ĕçлеме пуçланă. Федераци шайĕнче ăна 2025 çултах пуçарнă, кăçал вара вăл çĕршывĕпех сарăлнă. 2026 çулта Чăваш Енре пĕчĕк хуласемпе ялсенче 29 ваканси уçнă.
Нумай профильлĕм сектор
Чăваш Республикин машинăсем тăвакан отраслĕ экономикăн нумай профильлĕ секторĕ шутланать. Унта металлурги, машинăсемпе оборудовани, автотранспорт, запас пайсем туса кăларасси кĕрет. 2025 çулхи кăтартусем тăрăх, республикăн туса кăларакан производствисен тытăмĕнче отрасль 21,5% йышăнать. «ЧЕТРА», «СИЛАНТ», ЧЗСА», СЕСПЕЛЬ», «ТЕКСТИЛЬМАШ» брендсем региона тĕнчипе чапа кăлараççĕ.
Республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче машинăсем тăвакан тата металпа ĕçлекен сферăра 33 миллиард тенкĕлĕх 74 инвестици проекчĕ пурнăçлама пăхса хăварнă, 3500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме планланă. Тĕп тĕллевсем хушшинче — программăпа ĕçлекен станоксем, автомобиль кĕперĕсем тата погрузчиксем туса кăларасси, шăратакан пысăк технологиллĕ производство хута ярасси.
Суту-илÿ çыхăнăвĕ çирĕпленет
Чăваш Республикин кондитер отраслĕ 27 çĕршывăн рынокĕнче вырăн тупнă. 2026 çулхи пĕрремĕш 7 уйăхра Чăваш Ен 3,5 пин тонна кондитер изделине 27 çĕршыва экспорта ăсатнă, çав шутра Таджикистана, Азербайджана, Китая, Беларуçе, Казахстана. «Регионăн агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспорчĕн тытăмĕнче кондитер изделийĕсен пайĕ курăмлă — 68,7%. Чăваш Республикин тулаш экономикин ĕçĕ-хĕлĕнче ку направлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет çак кăтарту, партнерсемпе суту-илÿ çыхăнăвне татах çирĕплетме, Ази рынокĕнче активлă ĕçлеме май парать», — тет ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Ачаллă çемьесене — пособи
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси — патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Тĕслĕхрен, çемьере ача çуралсан пособи илме пулать. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри те пулин ĕçлет пулсан, заявлени те çырмалла мар — пĕр хутчен паракан укçа-тенкĕне Социаллă фонд хăйех çирĕплетет. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те ĕçлемеççĕ пулсан, заявлени памалла: Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă, нумай функциллĕ центрта е РФ Социаллă фончĕн клиент службинче. Кая юлмалла мар, заявление ача 6 уйăх тултариччен йышăнаççĕ. 2026 çулта пособи 28 450,45 тенкĕпе танлашать. Çут тĕнчене йĕкĕреш е виçĕреш килет пулсан, укçа-тенкĕне кашни ачашăн параççĕ.
Финанс пĕлÿлĕхĕ
Финанс пĕлÿлĕхĕ аслисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Финанс пĕлÿлĕхне ачасем вăйă урлă илме пултараççĕ. Шăпах та халĕ Раççей Банкĕ йĕркеленипе финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе онлайн-уроксен кĕрхи сессийĕ пырать. Вăл 2026 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕччен тăсăлĕ. Онлайн-уроксенче Финанс хулинчи супергерой-вĕрентекенсем шкул ачисене хăйсен бюджетне йĕркелеме, кибер-ултавçăсенчен хÿтĕленме, инвестицисен тата çĕнĕ технологисен тĕнчинче çул тупма хăнăхтараççĕ. Уроксене хутшăнакансене сертификат параççĕ. Сăмаха май, унччен иртнĕ сессинче Чăваш Республикинче 60 пине яхăн çын вĕреннĕ.
15-ри çамрăка тытса чарнă
Канаш хулинче пурăнакан 15-ри çамрăк террористсен организацийĕн ĕçне хутшăннă тесе айăпланать. Следстви палăртнă тăрăх, 2025 çултан пуçласа 2026 çулхи июнь уйăхĕччен вăл террористсен организацийĕсен идеологине пăхăнса пропаганда ĕçне пурнăçланă. Çул çитмен çамрăка тытса чарнă, хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Следстви управленийĕ асăрхаттарать: террористла преступленисемшĕн уголовлă явап тыттараççĕ, яланлăхах ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Активлă усă кураççĕ
Юлашки çулсенче Чăваш Ен цифра аталанăвĕ енĕпе Раççейре лидерсен шутĕнче. 2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне цифра трансформацийĕн рейтингĕнче республика регионсем хушшинче 2-мĕш вырăнта тăрать. Регионта хальхи йышши цифра инфратытăмне йĕркелеççĕ, çавăнпа патшалăх пулăшăвĕсемпе çăмăллăнах усă курма пулать, даннăйсен управленийĕ тата граждансемпе çыхăнасси эффективлăрах пурнăçланать. Тĕрлĕ ыйтусене татса пама Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ уйрăмах пулăшать. Порталта регистрациленнĕ Чăваш Ен гражданĕсен 77 проценчĕ унпа активлă усă курать.
