
Ача-пăча садĕнчи кĕрхи утренник — асра юлакан хаваслă пулăм. Вăл ачасене вăйă урлă кĕркунне пирки ытларах пĕлме, вĕсен пултарулăхне аталантарма тата кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшать.
Вăрмар поселокĕнчи 1-мĕш номерлĕ «Березка» ача-пăча садĕнчи «Семицветик» ушкăнри ачасем те çак кунсенче кĕрхи утреннике хутшăнса тулли кăмăлпа савăнчĕç. Кăçал кĕркунне ытарма çук илемлĕ çанталăкпа тĕлĕнтерчĕ, çавăнпа утреннике ирттерме те ачасемпе унчченхинчен те хавхалануллăрах хатĕрлентĕмĕр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе сăвăсем, юрăсем, ташăсем вĕрентĕмĕр, хитре тумсем çĕлерĕмĕр.
Акă, кĕтнĕ кун та çитрĕ. Ача сачĕн кĕрхи уçланкă евĕр капăрлатнă хăтлă музыка залĕ ачасене тата вĕсен пултарулăхне курма килнĕ ашшĕ-амăшне тараватлăн кĕтсе илчĕ. Ачасен уявне юмахри сăнар — Сарă Кĕркунне — килсе çитрĕ. Пуçланчĕ вара хаваслă хĕвĕшÿ! Тĕрлĕ чĕрчун, пахчаçимĕç евĕрлĕ тумсемлĕ, илемлĕ кĕпесемлĕ, костюмсемлĕ шăпăрлансем, пĕчĕккĕ пулин те, хăйсен хастарлăхĕпе тĕлĕнтерсе вăйăсем вылярĕç, кĕркунне çинчен юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, карталанса тăрса ташларĕç те. Юлашкинчен вара кĕр парнисене тивĕçрĕç.
Ачасен хавасĕ, ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн савăнни, вĕсемпе мăнаçланни пирĕншĕн, ача-пăча сачĕн ĕçченĕсемшĕн, чи пахи, чи хакли. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарать, воспитани ĕçне ăнăçлă йĕркелеме пулăшать.
Марина ИВАНОВА, Надежда КОНСТАНТИНОВА, воспитательсем,
Ирина НИКОЛАЕВА, музыка руководителĕ
