c253e35c 7af3 4d52 b7ee 6c568cf34c7fХăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнă хисеплĕ Зинаида Михайловна Хованская кăçалхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Юратнă мăшăрĕпе, мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе сумлă юбилей кунĕ пысăк йыш пуçтарăнать вĕсен килĕнче.

Зинаида Михайловна 1941 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕн­че çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Патăрьел районĕнчи 7-мĕш номерлĕ ялти профессипе техника училищине вĕренме кĕрет. 1963 çулта ăна вĕренсе алла кĕçĕн ветеринари фельдшерĕ тата искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник специальноçне илет. Ун хыççăн ăна Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи "За коммунизм" колхоза ĕçлеме яраççĕ. Икĕ çул хушши ветеринари фельдше­рĕн­че тăрăшулăх кăтартать.

1966 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа СССР Хĕрлĕ Хĕрес обществи Вăрмар ра­йонĕнче йĕркеленĕ икĕ çуллăх курсра медицина сестрине вĕренет. 1968 çулхи августăн 13-мĕшĕнче курсран ăнăçлă вĕренсе тухать, алла медицина сестрин дипломне илет.

Чылай вăхăт хушши ача сачĕсенче воспитательте тата район больницинче 30 çул медицина сестринче вăй хурать. 1994 çулта курсра вĕренсе çынсене массаж тума пултарни çинчен ирĕк паракан удостоверение алла илет Зинаида Михайловна. 1988 çулта медицина статистики енĕпе квалификаци ÿстерсе курссене вĕренсе пĕтерет. 1978 çулта ăна кăкăр çине çакса çÿремелли 1 степеньлĕ "Почетный донор СССР", 1988 çулта "Почетный донор общества Красного креста РСФСР", 2001 çулта "Почетный донор России" паллăсемпе наградăланă. 1999 çулта "Ĕç ветеранĕ" медаль параççĕ. Зинаида Хованская çавăн пекех "Вăрçă ачисем" медале те тивĕçнĕ.

Зинаида Михайловна 1997 çулта пенсие тухнă. Тивĕçлĕ канура та ĕçленĕ. Мускаври «Сирĕн сывлăх» тулли мар явап­лă общество урлă ватăсене пăхнă, медицина пулăшăвĕ кÿнĕ. Кунта та вăл тÿрĕ кăмăллă, явап­лă, тăрăшуллă пулнине çирĕп­летсе панă. Вăл пăхнă ватă çынсен çывăх çыннисем Зинаида Хованская çинчен ыррине кăна каланă, лайăх рекомендацисем панă. Лайăх ĕçленĕшĕн тав туса хуçасем ăна çĕвĕ машини, кĕрĕк, куртка тата ытти те парнеленĕ пулнă иккен.

Зинаида Михайловна паллă журналистăн, чылай кĕнеке авторĕн, Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Ильич Хованскийăн мăшăрĕ. Пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа кăçал ноябрь уйăхĕнче 62 çул çитет вĕсен.

Хованскисен çемйинче 1965 çулта хĕрача - Светлана çуралать. Шкул хыççăн Тĕрлемесри ялти профтехучилищĕне вĕренсе бухгалтер профессине алла илет. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлеме тытăнать: малтан бухгалтерта, унтан - контролерта. 1987-1989 çулсенче Улатăрти совхоз-техникумра куçăмсăр майпа вĕренсе пĕлĕве малалла ÿстерет, бухгалтер дипломне алла илет. 1991 çулта Светлана Красноармейски районĕн каччипе — Анатолий Ивановпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. 1994 çулта вĕсен Лена, 1997 çулта Ирина ятлă хĕрачасем çуралаççĕ. Тĕрлĕрен сăлтавсене пула Светланăпа Анатолий уйрăлса каяççĕ. Питех те шел, Хованскисен юратнă хĕрĕ — Светлана çак çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă, 45 çултах çывăрнă çĕртех, чĕри тапма чарăннă унăн. Суд йышăнă­вĕпе çула çитеймен хĕрачисене — Еленăпа Иринăна ашшĕ-­амăшĕн прависĕр хăварнă. Вĕсене пăхса ÿстермелли тата опекăна илмелли тивĕçе хăйсем çине кукашшĕпе кукамăшĕ — Анатолий Ильичпа Зинаида Михайловна илеççĕ. Мăнукĕсем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Вĕсем амăшĕн малтанхи хушаматнех — Хованскаяна каяллах тавăрчĕç.

Елена И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ-ра экономика факультетĕнче 2 курс вĕренсе пĕтернĕ. Хăй ыйтнипе ăна Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне куçарнă. Кунта вĕренсе вăл «Экономика и бухгалтерский учет» специальноç илнĕ. Кивĕ Вăрмар каччипе Денис Войковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр фирмăра менеджерта ĕçленĕ, халĕ кĕçĕн хĕрĕпе декретлă отпускра. Ирина мăнукĕ Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренсе пĕтернĕ, «портной» специальноç илнĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, çакăнтах магистратурăра та вĕреннĕ. Ирина Шупашкарти пĕр предприятире ĕçленĕ пулнă, халĕ декретлă отпускра.

Мăнукĕсем юратнă кукашшĕпе кукамăшĕ патне килсех çÿ­реççĕ, ватлăх кунĕсенче халĕ хăйсем пулăшу кÿреççĕ. Анатолий Ильичпа Зинаида Михайловнăн кил-çурчĕ канмалли кунсенче, уявсенче кĕçĕн мăнукĕсен хаваслă сассисемпе тулать.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика