2027 çула Чăваш Республикинче ăслăлăхпа технологисене халаллĕç. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла Канашăн ларăвĕнче йышăннă. Çулталăк темине регионта пурăнакансем «Чувашия Онлайн» порталта сасăласа суйланă. Унта октябрĕн 21-26-мĕшĕсенче пилĕк вариантран — Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕ, Цифра пуласлăхĕн çулталăкĕ, Çемье йăлисен тата вĕрентÿ çулталăкĕ, Амăшĕпе ачин сывлăхĕн çулталăкĕ, Тараватлăхпа туризм çулталăкĕ — пĕрне суйламалла пулнă. «Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕ» направленишĕн сасăлакансем ытларах пулнă — 3700 çынран 1791-шĕ.
Обществăлла канашăн председателĕ Наталия Партасова палăртнă тăрăх, ытларахăшĕ Ăслăлăхпа технологисен çулталăкне суйлани региона технологи суверенитечĕпе тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнипе çыхăннă. Унсăр пуçне Чăваш Республикинче пурăнакансем суйлани Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2032 çулсем çĕршывра Ăслăлăхпа технологисен вунăçуллăхĕ пулнине йышăннипе тÿр килет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев халăх суйланă направление ырласа йышăннă, вăл регионăн малашнехи аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.
