
В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Вăрмар округĕнчи вĕренекенсен самоуправленийĕн лидерĕсем валли «Вĕрентÿ вырсарникунĕ» мероприяти иртрĕ.
«Вĕрентÿ вырсарникунĕ» проект «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн ĕçлет. Вăл çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне уçса пама, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшма условисем йĕркелессипе, воспитани сферинчи специалистсен квалификацине ÿстерессипе çыхăннă.
Мăнçырма шкулĕ хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçса округ активисчĕсене кĕтсе илчĕ. «Вĕрентÿ вырсарникунне» савăнăçлă лару-тăрура уçнă май Халăх пĕрлĕхĕн кунне тата Пĕтĕм Раççейри матрешка кунне халалланă художествăлла номерсем мероприятие илем кÿчĕç. Вĕсенче халăх кĕввисем, йăла-йĕрке ăшши тата пирĕн çĕршывăн пуян еткерлĕхĕшĕн мăнаçланни вĕресе тăчĕç.
Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа шкул директорĕ Геннадий Васильев, директорăн заместителĕ Светлана Николаева, «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн муниципаллă координаторĕ Ольга Яковлева, «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» вырăнти уйрăмĕн председателĕ Иван Грачев, çавăн пекех шкул президенчĕ Ярослав Селихов тухса калаçрĕç, тухăçлă ĕçлеме сунчĕç.
Унтан активистсем халăх культурине хăйсен аллипе туйса илме интерактивлă лапамсем тăрăх саланчĕç. «Матрешкăсене асамлăн ÿкерсе илемлетни» лапамра Юрий Владимирович спикер тата Кристина Ивановăпа Екатерина Егорова лидерсем ачасене эрешсем, халăх орнаменчĕ урлă кăмăл-туйăма палăртма хăнăхтарчĕç.
«Хитре матрешка: ывăса ÿкерсе илемлетни» лапамра Марина Николаевна спикер тата Ольга Воробьева лидер хăнăхнă япаласем çине çĕнĕ куçпа пăхма вĕрентрĕç. Ачасен аллине ахаль материалсем чăн-чăн искусствăна çаврăнчĕç.
«Тĕрлĕ тĕслĕ тăварăн асамлă тĕнчи» лапамра директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем спикерсемпе тата Ярослав Селиховпа Даниил Портнов лидерсемпе пĕрле пултарулăхпа сăнавсен тĕнчинче пулчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ тăвартан тунă кашни эреш пĕчĕк историпе сăмахсăрах паллаштарчĕ тейĕн.
«Вĕрентÿ вырсарникунĕ» ырă та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Вăл унта хутшăнакансен пултарулăх потенциалне уçса пачĕ кăна мар, пирĕн халăхăн вăйĕ пĕрлĕхре, йăласене хисепленинче, илеме пĕрле калăплама пĕлнинче пулнине аса илтерчĕ.
Вероника РОДИОНОВА,
Мăнçырма шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи
