
Вăрмар муниципалитет округĕнче Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçине суйланă. Вăл — Алексеева Надежда Аполлоновна, Чупайри территори пайĕн пуçлăхĕ. Çав вăхăтрах Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта культурологи вĕрентекенĕ те.
Пухура ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев калаçнă. Вăл Чăваш наци конгресĕн пĕлтерĕшĕ çинчен, унăн теллевĕсемпе, структурипе паллаштарнă.
Çавăн пекех пухура Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Юрий Ефимов та хутшăннă. Вăл округăн хальхи вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа панă.
Пухура округ администрацийĕнче ĕçлекен тĕрлĕ специалистсем, ЧНК вырăнти уйрăмĕсемпе ĕçлекен Комитет ертÿçи Михаил Краснов хутшăннă. Пухăннисем ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче пулакан Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвне хутшăнма пилĕк делегат суйланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА
