874fa7eb 35ea 4dd6 8758 343eb47e645b

Вăрмар поселокĕнчи 3-мĕш номерлĕ «Зоренька» ача-пăча садĕнче теплицăсен вĕрентÿпе сăнав комплексĕ хута кайнă. Ашшĕ-амăшĕсен пĕрлешĕвĕн пуçарăвĕпе тата Раççейри «Знание» общество пулăшнипе проект ăнăçлă пурнăçланать.

Проектăн тĕп идейи ача сачĕн территорийĕнче теплицăсен çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен комплексне йĕркелессипе çыхăннă, вăл ача садĕнчи агролабораторин тăсăмĕ шутланать. Теплица шкул çулне çитмен ачасене çутçанталăк пирки пĕлÿ пама тата малтанхи профориентаци ĕçне пурнăçлама май парать. Ачасем ÿсентăран çитĕнтереççĕ, сăнавсемпе опытсем ирттереççĕ, агротехнологисем тата ял хуçалăх профессийĕсем çинчен ытларах пĕлеççĕ.

Проект мĕнле ĕçленипе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата унăн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов паллашрĕç. Вĕсем пуçарăва пысăк хак пачĕç, комплексăн малашнехи аталанăвне пулăшса пыма шантарчĕç.

Асăннă проект — педагогсен коллективĕн, ашшĕ-амăшĕсен тата общественноçăн ăнăçлă çыхăнăвне çирĕплетекен тĕслĕх. Пурте пĕрле тăрăшнипе ачасем практика урлă тĕрлĕ хăнăхусене алла илеççĕ, тавралăха сăнама, унпа кăсăкланма вĕренеççĕ, пĕрлехи ĕçшĕн яваплăх туйăмĕ те туптанать вĕсенче.

Екатерина ВАСИЛЬЕВА,

«Зоренька» ача-пăча сачĕн аслă воспитателĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика