Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланнă ĕçсен шучĕ Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар округĕнче нумайлансах пырать. Çапла пулмасăр, асăннă программăпа усă курса халăх ял-хуласен территорийĕн хăтлăхне тÿрремĕнех хăйĕн витĕмне кÿме пултарать.

«Ниме» сăмах пĕрлехи ĕçе пĕлтерет. Программа шайĕнче çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатмалли проектсем пурнăçланаççĕ: çулсене юсаççĕ, ача-пăча тата спорт площадкисем хута каяççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем, парксем хăтлăланаççĕ, шыв­па тивĕçтермелли тытăм çĕнелет тата ытти те.

Акă, тĕслĕхрен, «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа шайĕнче Чупай ялĕнчи экопарка реконструкцилесе хăтлăлатнă. Экологипе хăтлăха хывнă укçа-тенкĕн калăпăшĕ 2 миллион тенкĕ ытла пулнă. «Яла хăтлăлатасси» направленипе пурнăçланнă ĕçсене туса ирттерме «Русские насосы» тулли мар яваплă обществăна шанса панă.

Парк сăн-сăпачĕ лайăх еннелле улшăннă халĕ: территори тавра хальхи йышши эрешлĕ тимĕр карта тытса çаврăннă, ватă йывăçсене касса тымарĕсене кăкланă. Тавралăх парк хăнисене тараватлăн кĕт­се илет кунта, çамрăк йывăçсем тата тĕмсем куçа илĕртеççĕ. Çĕнетнĕ парк малашне чупайсемшĕн канмалли тата уявсем ирттермелли юратнă вырăн пуласси иккĕлентермест. Экологи енчен те ялшăн çав тери усăллă та кирлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ объект вăл.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика