Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухнă. Кăларăмпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев отрасль ветеранĕсемпе тĕл пулнă чухне паллаштарнă.
«Паян эпир ял тăрăхĕсенче паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе тăракан пысăк технологиллĕ производствăсене хута яратпăр. Тĕнче шайĕнчи таварсем пек пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсем тирпейленеççĕ. Халăха тивĕçлĕ таварсемпе тивĕçтерни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ветерансем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхре, вĕсен паха ĕç опытне тĕпе хурса, кулленех предприятисенче паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе тăракан таварсене калăпласа кăлараççĕ. Ялсене аталантарса вăй илтерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр, предприятисем малалла кайччăр тесе, вĕсене те кирлĕ пек патшалăх енчен тĕрев парса пулăшатпăр», – тесе палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Аграри тытăмĕн историне упрассишĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвне тĕпе хурса кулленех ĕçлесе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Иртнĕ çулсенчи çитĕнÿсене тĕпе хурса, паха ĕç опычĕсемпе килĕшÿллĕн кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Энциклопедин иккĕмĕш пайне ялта ĕçлесе пысăк кăтартусемпе палăрнă çĕр ĕçченĕсене халалланă.
