IMG 0879Вăрмар тăрăхĕнчи Кĕлкеш ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕн строительстви пырать. Ĕçсене «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Пĕтĕмĕшле проект хакĕ – 64 миллион тенкĕ, çак укçа-тенкĕрен 56 миллионне Чăваш Ен Правительстви респуб­лика бюджетĕнчен уйăрса панă. Культура çурчĕн пĕр хутлă кирпĕч объектне хăпартса ларт­нă. Строи­тельство ĕçĕсене Канаш­ри «Геолог» тулли мар яваплă общест­вăн ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. 20-е яхăн арçын стройкăра. Генеральнăй директорĕ — Сергей Николаевич Елисеев. Пĕтĕмĕшле объектри ĕçсене Владимир Анатольевич Павлов прораб йĕркелесе пырать. Культура вучахне, контрактпа палăртнă тăрăх, çитес çулхи январĕн 14-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле. Владимир Анатольевич прораб пĕлтернĕ тăрăх, строительство ĕçĕсене декабрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Хальхи вăхăт тĕл­не объект патне газ илсе çитернĕ. Шалти ĕçсем пыраççĕ, культура çурчĕ умĕнче брусчатка сараççĕ. Культура çуртĕн­че стенасемпе тÿпесем хатĕр, сăрламалли кăна юлнă. Залра сценăна туса пĕтернĕ. Пĕтĕмпе 72 вырăнлăх пулĕ культура вучахĕ. Зданире пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмне вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ, сантехниксем сантехника вырнаçтараççĕ. Çĕнĕ культура çуртĕнче библиотека, ялти территори пайĕн администрацийĕ те вырнаçĕç.

 

IMG 0877

Кĕлкешсем чылай çул кивĕ пĕчĕк клуб çуртĕнче хĕсĕннĕ. Малашне вара вĕсемшĕн кружоксем йĕркелеме, мероприятисемпе уявсем, район шайĕнчи фестивальсем ирттерме паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хăтлă вырăн пулĕ. Çĕнĕ культура вучахĕ йăла-йĕркесене упраса хăварса пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме май парасса шанаççĕ кĕлкешсем.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика