Игорь ЯКОВЛЕВ, Энтриялĕнчи территори пайĕн начальникĕ: «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне официаллă документпа — Çырупа тухрĕ. Вăл республикăра пулса иртекен улшăнусене, çĕнĕлĕхсене пĕтĕмлетсе халăх патне туллин илсе çитерме май парать. Халăха чи хумхантараканни, паллах, сывлăх. Çавна май медицина умĕнче тăракан тĕллевсене те уçăмлатрĕ Республика Пуçлăхĕ. «Сывлăх сыхлавне сăн мар ăс-хакăл сервисĕсене ытларах кĕртмелле. «Макс» мессенджер пулăшăвĕпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пекех усă курма май пултăр», - терĕ Олег Николаев. Кун пек туни медиксен ĕçне çăмăллатĕ, пациентсене вара медицина пулăшăвĕ илме меллĕрех пулĕ. Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче те çĕнĕ йышши сывату корпусĕн строительстви пырать. Çавна май пирĕн тăрăхра та медицина пахалăхĕн шайĕ çÿллĕрех картлашка çине хăпарасса шанса тăратпăр».
