Герман БОРЕДСКИЙ, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ: «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Республика пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ сферăсен аталанăвĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ иртет. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхсен пĕрлĕхĕ кирек епле йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пулăшнине палăртрĕ. Чăваш халăхне ытти халăхсенчен уйăрса тăракан Кĕрешÿ ăмăртăвĕ, чăваш чĕлхипе тĕрри, кĕвĕ-юррипе поэзийĕ наци хăйнеевĕрлĕхĕ пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕ 2027 çулта Пĕтĕм Раççейри «Кĕрешÿ» федерацине хута ярасси пирки каларĕ Çырура. «Спорт шкулĕсенче çак енĕпе уйрăмсем ĕçлемелле, «Шкула — кĕрешÿ проекта вара пĕтĕм муниципалитетра пурнăçламалла», - терĕ вăл. 2027 çула Чăваш Енре ăслăлăхпа технологисене халаллĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика умĕнче тăракан 3 тĕп задачăсене палăртрĕ: ача çураласлăхне ÿстересси тата нумай ачаллă çемьесен институтне çирĕплетесси; çамрăксене регионта хăварасси, Чăваш Ене ытти субъектсенчен çамрăк специалистсене илĕртесси; «Вăрăм кун-çул» программăна пурнăçласси. Çак задачăсене пурнăçа кĕртессипе медицинăра, ăслăлăхра, ял хуçалăхĕнче, экономикăра, социаллă сферăра та курăмлă ĕçсем вăя кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре юлашки 6 çулта социаллă сферăри 1120 объект хăпартнă, юсанă, реконструкциленĕ. Çавăн пекех Олег Николаев çамрăксем рабочи профессийĕсемпе ытларах кăсăкланма пуçланине палăртрĕ. Вĕренÿ базине çĕнетмешкĕн «Профессионалитет» проект пулăшать. Наукăпа техника енĕпе паракан патшалăх премийĕсене икĕ хут ÿстермеллине те каларĕ Республика Пуçлăхĕ: «Çапла 150 пин вырăнне 300 пин тенкĕ пулмалла. Хальхи вăхăтра ку премие гуманитари, çутçанталăк тата техника наукисенче çитĕнÿсем тунăшăн параççĕ».
