Александр КУЗНЕЦОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнине эпĕ кашнинчех итлетĕп. Ку вăл регионшăн тата кунта пурăнакан çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Кăçал вара Олег Николаев каланă сăмахсене уйрăмах тимлĕн итлесе ăса хыврăм, мĕншĕн тесен халăх суйланипе эпĕ кăçал депутат пулма тивĕçрĕм. Çак статус пысăк яваплăхлă пулма ыйтнине яланах асра тытатăп. Олег Алексеевич хăйĕн Çырăвĕнче кăçалхи сентябрь уйăхĕнче пулнă РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тăххăрмĕш созывĕн депутачĕсен суйлавне тата ЧР Патшалăх Канашĕн саккăрмĕш созыври депутачĕсен суйлавне политикăри пысăк та паллă пулăм тесе каларĕ, Чăваш Ен халăхне пурнăçри активлă позицишĕн тав турĕ, депутатсене çынсен шанăçне тÿрре кăлармаллине асăрхаттарчĕ, пĕрлĕхре эпир регион аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрне палăртатпăр терĕ. Паллах, эпир вăл каланине, унăн хушăвĕсене девиз вырăнне хурса тăван республикăн тăнăçлăхĕшĕн тата халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшăпăр.
Çырура уççăн палăракан тĕп шăнăр - тăван çĕре юратни, несĕлĕмĕрсен йăлисене упраса пуласлăхалла ăнтăлни, пирĕн тымарсем пĕрлĕхре çирĕп пулни. Чăнах та, шăпах патриотлăх туйăмĕ республика пурнăçĕн кашни сферинче — спорт-и вăл е сывлăх сыхлавĕ, строительство е экологи — çитĕнÿллĕ ĕçлеме хистет. Пурнăçланă ĕçсем курăмлă пулнине цифрăсем çирĕплетеççĕ, вĕсем çинче Олег Алексеевич тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пуласлăх тĕллевĕсем те хăюллă, яланхи пекех пĕр чăмăрта пулсан вĕсене пурнăçлатпăрах».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика