Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ: «Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырура региона аталантарас çул-йĕре палăртнă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă. Культурăпа спорт аталанăвне тата социаллă сферăна пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарчĕ.
Пирĕн республикăра юлашки çулсенче спорт аталанăвĕ пысăк утăмсемпе малалла пырать. 2026 çулта кăна регионта ирттернĕ масштаблă спорт мероприятийĕсем тĕнчипех кĕрлерĕç. Унсăр пуçне пысăк спорт объекчĕсен строительствисем пурнăçланаççĕ. 2025 çулхи даннăйсем тăрăх, республикăра пурăнакан 705 пин çынна спорта явăçтарнă, ку цифрăпа регион Атăлçире 2-мĕш вырăна тухнă. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе вара Атăлçире 1-мĕш, çĕршывра 3-мĕш пулнă. Вăрмар округĕнче те ГТО комплексне активлă аталантаратпăр, фестивальсем иртттеретпĕр, ачасем те, аслă ÿсĕмрисем те, коллективсем те унта хаваспах хутшăнаççĕ».
