×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/May1.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/May1

Майăн пĕрремĕшĕ Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Çуркуннехи çак уяв ĕçе мухтать, хамăр пурăнакан тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантарать. Çурхи кунсем ĕç çыннисене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, çирĕп вăй-хал кÿреççĕ. Кашни çулах çак официаллă канмалли кун шутланать. Апла пулин те хуласенче, район центрĕсенче çынсем уява халалласа митинга тухаççĕ. Вăрмар район çыннисем те - райадминистраци, предприятисемпе организацисен, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем - Çуркуннепе Ĕç уявне хисеплесе, юратнă ĕçе чунпа парăннине çирĕплетсе поселокри тĕп площадьре пухăнчĕç. Ирпе ирех район центрĕнче мирлĕ пурнăçпа ĕçе, çуркуннене халалланă юрăсем янăрарĕç. Уяв ячĕпе район çыннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ- организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕç, районти вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Е.Николаева, райадминистраци ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Н.Иванова, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ В.Волкова саламларĕç. «Ура!», - тесе кăшкăрса пурте алăсене çÿлелле çĕклерĕç. Ĕç - пурнăç тыткăчи, ĕç çынна вăй параканни. Майăн пĕрремĕшне халалланă савăнăçлă парад пирĕн çĕршывра юлашки хут 1990 çулта пулнă. Совет Союзĕ вăхăтĕнче вăй илнĕ уява паянхи кун та паллă тăваççĕ. Ĕç çыннисем çак кун çутçанталăк илемĕпе киленеççĕ, пахчасенче чылай ĕç туса ĕлкĕрессишĕн тăрăшаççĕ, субботниксем ирттереççĕ.

Ĕç çыннисене пĕрлештерсе тăракан Майăн пĕрремĕшĕ - чи юратнă уявсенчен пĕри.

{gallery}albums/May1{/gallery}

Э.Михайлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика