Н.ИВАНОВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ: «Поселокра иртекен Çуркуннепе Ĕç уявне кашни çулах хамăр коллективпа активлăн хутшăнатпăр. Ĕç - воспитани пĕр енĕ, вăл çамрăк ăрăвăн ăс-тăнпа кăмăл-сипет пахалăхĕсене йĕркелет, таврари çынсене, Тăван çĕршыва хисеплеме хăнăхтарать. Çавăнпа та май уйăхĕнче районти кашни шкулсенче вĕрентекенсем йĕркеленипе вĕренекенсем субботниксем ирттереççĕ. Шкулсен йĕри-тавра тирпей-илем, хăтлăх кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ». |
|
Н.ПАВЛОВ, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ: «Эпир çак уява кашни çулах ырă пуласлăха шанса кĕтсе илетпĕр. Çутçанталăк чĕрĕлнине, çынсем хăйсен хастар ĕçĕпе çĕршыв умĕнче палăрса тăнине мухтаса савăнатпăр, унпа пĕрлех Тăван çĕршыва чĕререн юратнине палăртатпăр. Пирĕн районта хастар ĕçпе республика, çĕршыв умĕнче палăрнă ентешсем чылай. Чыс та мухтав вĕсене! Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, тăнăç пурнăç, çутă малашлăх сунатăп». |
|
О.ВАСИЛЬЕВА, райадминистрацин специалисчĕ: «Çуркуннепе Ĕç уявĕ май уйăхĕнчи чи илемлĕ те капăр уяв темелле. Вăл чи малтанах çутçанталăк чĕрĕлĕвне, унпа пĕрлех çынсен кăмăл-туйăмне палăртать. Кашни çĕнĕ кун илемлĕрех те лайăхрах туйăнать. Эпĕ 4 ача амăшĕ пулнă май, мана ытларах вĕсен малашлăхĕ ытларах интереслентерет. Пирĕн çĕршывра çемье институтне çирĕплетессипе чылай ырă ĕçсем тăваççĕ. Патшалăх çамрăк çемьесене тĕрев парассипе чылай ĕçсем пурнăçлать. Сăмахран, иккĕмĕш ача çуратнăшăн амăшĕн капиталне параççĕ, кил-çурт условисене лайăхлатма каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăраççĕ тата ытти те. Пĕтĕмĕшле каласан ĕçле кăна, ан ÿркен. Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп!» |
|
А.Хованский, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ветеранĕ: «Районта ĕçлеме пуçланăранпах çак уява кашни çул пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Çуркуннепе Ĕç уявĕ халăха пĕр чăмăра пухакан уяв. Вăл çавăн пекех ĕççыннисен уявĕ. Пирĕн районта ĕçпе палăрнă çынсем чылай. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, çамрăк ăрăва та ăста та пултаруллă çынсем пулма, район аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума чĕнсе калатпăр. Çак çурхи кун сире пурне те çирĕп вăй-хал, ăнăçу, сунатăп. Эпир пурте пĕр шухăшлăн кар тăрсан кăна çитĕнÿсем тума пултаратпăр. Уяв ячĕпе, сире!» |
З.ПАВЛОВА хатĕрленĕ.