В.Андреев, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

«РФ Президенчĕ В.Путин Май уйăхĕнчи çĕнĕ Хушăва алă пусрĕ. Çĕнĕ Хушу пирĕн çĕршывăн 2024 çулчченхи аталанăвĕн тĕп приоритечĕсене палăртать. Документра Раççей Федерацийĕн наукăпа технологи, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне, пурăнакан çынсен шутне ÿстерессине, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине, çынсен пултарулăхне аталанмалли майсем туса парассине пурнăçламалли 17 пункт палăртнă. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та Чăваш Республики РФ Президенчĕн В.Путинăн Май уйăхĕнчи çĕнĕ Хушăва пурнăçлама хатĕррине палăртрĕ. Эпир те хамăрăн район, ял тăрăхĕ шайĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев каланă сăмахсене май килнĕ таран пурнăçа кĕртме хатĕр, унăн шухăшне ырласа йышăнатпăр. Чупай ялĕнче кăçал Зарубин урамĕнчи автоçула юсама палăртнă».

«Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов:

«РФ Президенчĕн В.Путинăн Май уйăхĕнчи Хушăвĕнче агропромышленноç комплексне паянхи йышши технологисемпе усă курса, пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерсе аталантармалли çинчен каланă. Чăваш Енри ялхуçалăх отраслĕ инвестици илĕртÿлĕхĕпе уйрăлса тăрать, лайăх аталанса пырать. Ялхуçалăх производителĕсен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцине Раççей тата ют патшалăх çĕршывĕсенче те хаклаççĕ. Хамăрăн хуçалăхра та экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци хатĕрлетпĕр. ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн пуçарăвĕсене эпир ырласа йышăнатпăр, производство калăпăшĕсене ÿстерсе пырассишĕн тăрăшатпăр, кадрсен ыйтăвне те тимлĕх уйăратпăр. Акă майăн 6-мĕшĕнче акана тухрăмăр, ăна ăнăçлă вĕçлессишĕн ырми-канми тăрăшатпăр».

А.Краснов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ:

«Раççей Президенчĕн В.Путинăн май уйăхĕнчи çĕнĕ Хушăвĕпе тĕплĕн паллашрăм. Ман ĕç районта спорта аталантарассипе çыхăннине кура Хушура физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен шайне çĕршывра 55 процент таран ÿстермелле тенине тулли кăмăлпа йышăнтăм. Физкультура, спорт, сывă пурнăç йĕрки çынсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, çавна май вĕсен пурнăç тăршшĕ те самай ÿсет. Районта пурăнакансене спортпа кăсăклантарас тĕллевпе эпир тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Хĕлле йĕлтĕрпе чупассипе, çулла çăмăл атлетика, футбол енĕпе ăмăртусем йĕркелетпĕр. Районта самбо, каратэ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, шывра ишессипе тата ытти секцисем те ĕçлеççĕ. Шкулсенче те спортпа физкультурăна пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăрмар спортсменĕсен ячĕсем тĕнчипех паллă. Çак шайран чакмасăр, хамăрăн ĕçе малалла та тивĕçлĕн пурнăçласси - пирĕн тĕп тĕллев».

Л.Агеева, районти культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ:

«РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывра культурăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене нихăçан та айккинче хăвармасть. Майăн 7-мĕшĕнче алă пуснă çĕнĕ Хушăвĕнче те вăл çак ыйтусене тимлĕх уйăрни пире, культура ĕçченĕсене, савăнтарать. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса районта культура çурчĕсене юсассипе, вĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерессипе ĕçсем пыраççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Энĕшпуçĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Районти культура вучахĕсенче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Акă, районти культура аталанăвĕн центрĕнчи ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Маска» театрĕн çитĕнĕвсем курăмлă. Унта çÿрекен ачасем республика шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ăс-хакăлпа культура хаклăхне халăх патне çитерессине тĕпе хурса пирĕн специалистсем тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Малалла та палăртнă тĕллеврен пăрăнмасăр вăй хума патшалăх пире пур услови те туса панă».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика