Çанталăк ăшăтса пынă май районта тирпей-илем кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Поселокри организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем те айккинче юлмаççĕ. Территорисене выртса çÿрекен çÿп-çапран, пĕлтĕрхи хыт-хураран тасатаççĕ. Çавăн пекех чечексем лартса илемлетеççĕ. Акă, паян «РОСГОССТРАХ» страховани компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕн ĕçченĕсем те, çанталăкĕ хĕвеллĕ тăнине кура, алла кĕреçесем, кĕреплесем тытса ĕçлеме тухнă. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хитре чечексем лартас тĕллевпе туслăн вăй хураççĕ. «Тирпей-илем хамăртан пуçланать», - теççĕ пултаруллă ĕçченсем йăл-йăл кулса.
И.Данилова.