×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/9may1.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/9may1

IMG 9481Майăн 9-мĕшĕнче 8 сехет те 45 минутра Вăрмарти шкулта вĕреннĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе шкул ачисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче митинг уçăлчĕ. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ, кунта пухăннă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех районти вĕрентекенсен ячĕпе районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов сăмах каларĕ. Вăл çак палăкăн историйĕпе паллаштарчĕ. 1969 çулта ку вырăнта шкул директорĕ пулнă Герман Егорович Егоров пуçарăвĕпе çак палăка лартнă. Г.Егоров хăй те Аслă Отечечственнăй вăрçă участникĕ пулнă. Палăкăн авторĕ шкулти рисованипе черчени учителĕ Иван Иванович Мишин. Вăрçă пуçланнă хыççăнах Вăрмарти шкулти учительсем, выпускниксем фронта кайнă. Шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем вĕренсе тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем пулма ĕмĕтленнĕ, анчах та вĕсем хăйсен ĕмĕчĕсене татса Тăван çĕршыва хÿтĕлессине суйласа илнĕ. Вăрçă хирĕнче учительсем наградăшăн мар, Çĕнтерÿшĕн çапăçнă. Юрий Васильевич вĕсене пурне те эпир паян мирлĕ пурнăçпа пурăннăшăн, пĕлÿ илме май пурришĕн тав турĕ, ĕмĕр асра тытмаллине каларĕ.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Павловна Федотова та сăмах каларĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Митинга пуçтарăннă вĕрентÿ ĕçченĕсем, шкул ачисем Аслă Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене асăнса чечексем, кăшăлсем хучĕç.

{gallery}albums/9may1{/gallery}

Э.Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика