Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çĕршыври мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухрĕ. Вăрмар поселокĕнче те ир-ирех çынсем хумхануллă кăмăлпа унталла-кунталла утаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи юрă-кĕвĕ кашнин чунĕнчех патриотизмла туйăм çуратать. 9 сехетре районти яваплă çынсем, руководительсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсем, шкул ачисем, районта пурăнакансем районти тĕп поликлиника çурчĕ умĕнче пухăнса колоннăсем йĕркелерĕç. Яваплă çынсем поликлиника стени çинчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен Асăну хăми умне чечексем хучĕç. Унтан халăх Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патне çул тытрĕ. Çавăн пекех çынсем "Вилĕмсĕр полк" акцие активлă хутшăнчĕç. Колоннăра пыракансенчен нумайăшĕ аллинче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен, çывăх çыннисен портречĕсене çĕклесе пычĕç. Тĕп лапам умĕнче вĕсем шкул ачисен колоннипе тĕл пулчĕç.
{gallery}albums/9may2{/gallery}
И.ДАНИЛОВА.